АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун йĕркинче – çĕр ыйтăвĕ

11 мая 2011 г.

Район администрацийĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе еплерех усă курас ыйтупа семинар иртнĕ. Унта хутшăннисем Раççей Федерацийĕн 435-ФЗ саккунне кĕртнĕ хăш-пĕр улшăнусене пăхса тухнă.

Семинар-канашлăва хутшăннисем умĕнче Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр ĕç министрĕ С.Енилина хăйĕн сăмахĕнче çĕр участокĕсемпе вăхăтра та туллин усă курмаллине палăртнă.

– Сирĕн çĕр лаптăкĕсене арендăна илме е туянма çак çул вĕçлениччен ĕлкĕрмелле, – тенĕ министр. – Вăхăта тăсса ан пырăр, пĕтĕм ĕçсене хальтерех пурнăçлама тăрăшăр.

Кун хыççăн ЧР Çĕр кадастрĕн палатин директорĕн çумĕ Н.Александрова сăмах илчĕ. Вăл федераци ведомстви тивĕçтерекен пулăшусем çинчен каласа панă. Халĕ электронлă майсемпе пуян информаци илме пулать. Нина Николаевна çавăн пекех çĕрпе мĕнле усă курмалли йĕркесене ăнлантарса панă.

Тĕп хуларан килнĕ специалистсем çĕр пайĕпе еплерех усă курассипе паллаштарнă, çĕре еткерлĕхе илмешкĕн нотариус урлă татса памалли йĕркесем çинчен каласа панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика