11 мая 2011 г.
Мартынкассинчи фельдшерпа акушер пунктне тĕпрен çĕнетсе юсас тĕлĕшпе Шупашкарти «Юман» фирма ĕçлерĕ. Унăн ертÿçи Надежда Гурика. Вăл хăй хулара çуралса ÿснĕ, унтах пĕлÿ илнĕ, анчах та унăн тăван амăшĕ пирĕн ялта ÿссе çитĕннĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле çуллахи канмалли кунсенче ялта каннă, выляса савăннă. Унăн халĕ те яла килсе канас туйăмсем пĕтмен-ха. Çав тĕллевпе тĕп кил-çуртне тĕпрен юсаса çĕнетрĕ. Вăл ял çыннисене валли фельдшер пункчĕн çуртне юсассишĕн сахал мар вăй хунине палăртмалла. Хăйĕн укçи-тенкипе 3 шкаф, 3 кушетка, 2 кресло тата тимĕртен тунă хыçлă пукансем туянса пачĕ. Эпир, ял çыннисем, пысăк парнешĕн Надежда Валерьевнăна тав сăмахĕ калатпăр. Фельдшер пунктне сывлăха тĕрĕслеттерме пырсан, Л.Павлова фельдшерица пире эмелсемпе çеç мар, ырă сăмахсемпе те сиплет. Яланах кунтан тулли кăмăлпа тухатпăр.
Анчахрах О.Сидорова врач-терапевт Мартынкасси тăрăхĕнче пурăнакансен сывлăхĕсене вырăна тухса тĕрĕслерĕ. Хыççăн вăрçа хутшăннисемпе чирлĕ ватăсен килĕсенче пулчĕç.
Ялта пушаннă ашшĕ-амăшĕсен кил-çуртĕнче тĕтĕм сÿнтерес мар тесе хуларан каялла 8 çемье таврăнчĕç. Хăшĕ-пĕрисем ял çыннисем пекех выльăх-чĕрлĕх те тытаççĕ. Ялшăн тăрăшса усăллă ĕçсем те тăваççĕ. Акă, Ю.Михайлова шыв башнине юсаса йĕркене кĕртес тĕлĕшпе тимлерĕ. Ял çыннисем шывран татăк лармарĕç. Эпир ялта пĕр-пĕринпе кирлĕ-кирлĕ маршăн нихăçан та хирĕçместпĕр, туслă пурăнма тăрăшатпăр. Çав хушăрах хăшĕ-пĕри хуларан килсе çÿрекенсемпе, кÿршĕсемпе хирĕçеççĕ.
Ман шутпа, хуларан килсе çÿрекенсен ял çыннисене хисеплемелле. Ĕлĕкрех ял-йышпа сăлтавсăрах хирĕçсе пурăнакан харсăрсене, чыса çухатнисене ялтан кăларса янă, анчах та паянхи саккунпа çапла тума ирĕк çук. Çавăнпа та йĕрке пулмаллах, йĕркелĕхе сыхлакан милиципе прокуратурăн ял çыннисене, уйрăмах ватăсене хÿтĕлемеллех.
В.АРХИПОВ,
ĕç ветеранĕ.