АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашнине йăл кулăпа кĕтсе илет

11 мая 2011 г.

Якунекасси лавккинче ĕçлекен Марина Александровна Николаева кулли питĕ ырă та хÿхĕм. Темиçе çул суту-илÿ ĕçĕнче вăй хунинче йăл кулăсăр ниепле те май çуккине палăртать вăл. Çынсемпе яланах ырă кăмăллă та тарават Марина Николаева. Халăхра ахальтен çÿремест ĕнтĕ çак каларăш: кам кулать – вăл усал тытмасть.

Вун сакăр çул ытла, суту-илÿ училищине пĕтернĕ хыççăн, Марина Александровна райпора ĕçлет. Айккинчен пăхсан кăна вăл сутуçăн ĕçĕ çăмăл пек туйăнать. Анчах та миçе теçетке çын унăн лавккине кĕрет, кашнин вара хăйне май кăмăл, характер.

Çавăнпа та Марина Николаеван çынсемпе вашават пуласси, вĕсене ырă кăна сунасси, çынсемпе пĕр чĕлхе тупасси йăлана кĕнĕ. Пĕр çын та ун лавккине кĕрсен мĕн те пулин туянмасăр тухса каяймасть.

Ахальтен мар ĕнтĕ, ялта пурăнакансем, унăн ĕçри ырă кăмăллăхне пĕлсе, яваплă обществăлла ĕçсене шанса панă. Халĕ Марина Александровна Юнтапа ял тăрăхĕн депутачĕ, ял старости тата ирĕклĕ халăх дружинин членĕ. Ку яваплă ĕçсене те вăл пушă вăхăт тупса чунтан пурнăçлама тăрăшать.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика