11 мая 2011 г.
Çурхи уявсем умĕн Чĕмпĕр (Ульяновск) хулинче «Мистер Этно-2011» конкурс иртнĕ. Маларахри çулсенче çакăн пек чыслă та хисеплĕ ята тивĕçессишĕн Ульяновск облаçĕнче пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисем çеç тупăшнăччĕ. Хальхинче ку конкурс тĕнче шайне тухнă, ăна Раççей Федерацийĕн Культура министерстви ырланă. Кăçалхи «Мистер Этно-2011» конкурсра Элĕк районĕнчи Эренар ялĕнчи Леонид Антонов çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Леонид сцена çине пĕрре çеç мар тухнă, вăл чăвашсен «АСАМАТ» эстрада ушкăнне ертсе пырать. Ентешĕмĕр хăйсен тăван чĕлхине, йăли-йĕркине, апат-çимĕçне лайăх пĕлекен вуншар каччăпа тупăшать. Тăватă задание пурнăçлаççĕ конкурсантсем: сцена çине наци çи-пуçĕпе тухаççĕ, вĕсем хăçан пуçланни тата еплерех çĕлени çинчен каласа параççĕ, хăйсемпе паллаштараççĕ те тăван кĕтес çинчен видеоролик кăтартаççĕ. Çаксене пурне те юрă-кĕвĕ çеммипе пурнăçлаççĕ. Ку çеç тетĕр-и; Икерчĕ, ытти тутлă апат-çимĕç те хатĕрлеме тивет конкурса хутшăнакансен.
Пирĕн ентеш Л.Антонов кашни тупăшурах мала тухать, капăрлатнă япаласен титулне тивĕçет. Кунпа пĕрлех – асăнмалăх «ылтăн сехет».