11 мая 2011 г.
Чăваш ачисене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентесси – чыслă та пархатарлă. Ку профессие суйласа илнĕшĕн Марина Леонтьева пачах та ÿкĕнмест. Элĕкри вăтам шкулта ĕçлеме тÿр килни савăнтарать те ăна.
– Шăпам Элĕк Енри чи паллă вĕрентÿ учрежденине илсе çитерессе шутлама та пултарайман эпĕ. 1994 çулта, тин кăна Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнăскер, шкул алăкне хумханса уçнăччĕ. Кунта чи пултаруллă çынсем ĕçленине малтанах ăнланнă-ха эпĕ, – хăйĕн чи пирвайхи утăмĕсене ума кăларчĕ Марина Михайловна.
Пуçласа класс ачисем умне тухасси, вĕсемпе пĕрремĕш урок ирттересси епле çăмăл пултăр-ха; Ырри йывăрлăхсăр пулмасть, теççĕ. Самушка хĕрĕ аслă юлташĕсен ĕçне сăнать, вĕсем пек пулма тăрăшать. «Тамара Георгиевна Чашкова тата ыттисем те нумай пулăшрĕç мана», – тет халĕ Марина Михайловна.
Тăрăшни, вăй хуни, малаллах ăнтăлни çынна çитĕнÿ çулĕ çине кăларатех. М.Леонтьева та вĕрентÿ ĕçĕнчи пултарулăхĕпе çаврăнăçулăхне ÿстерсех пынă. Вăл улттăмĕш çул ĕнтĕ чи пысăк категориллĕ вĕрентекен шутланать.
– Манăн тивĕç ачасене тăван чĕлхене юратма, чăвашсен йăли-йĕркине, культурине упрама, чăн чăвашла калаçма, тĕрĕс çырма вĕрентесси, – тет Марина Михайловна.
Сăмахне ĕçпе çирĕплетессишĕн кулленех вăй хурать те вăл. Шкулти «Журналист» кружока ертсе пырать. Унта çÿрекенсен ку професси енне туртăм пуррине туйсах тăрать. Кружока çÿрекенсем пĕрлехи вăйпа республикăри «Тантăш» хаçатра уйрăм страница та кăларнă. Çамрăк вĕрентекен класс ертÿçин тивĕçне те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Халĕ вăл улттăмĕшсемшĕн çывăх çын вырăннех. Унччен аслă классемпе ăнăçлă ĕçлесе пынă. Çавăнпа вăл пĕлтĕр районти «Самый класный классный» конкурсра çĕнтернĕ.
М.Леонтьева чăваш чĕлхи учителĕсем хушшинче иртнĕ ăмăртăва та хаваспах хутшăннă, «Учитель-новатор» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Пултаруллă вĕрентекенсене паракан Чăваш Республикин Президенчĕн грантне те тивĕçнĕ Марина Михайловна. Çăлкуç пек тапса тăракан пултарулăхĕ ăна малтан-малаллах талпăнма хистет. «Çулталăк вĕрентекенĕ» районти конкурса хутшăнма та шикленсе тăман.
– Çичĕ вĕрентекен хушшинчи тупăшу икĕ куна пычĕ. Малтанах методика семинарĕнче пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашрăмăр. Иккĕмĕш кунхине вара класс сехечĕсем пулчĕç. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвне ирттернине те кăтартрăмăр, – каласа пачĕ тăрăшуллă вĕрентекен.
Чи нумай балл пухса «Районти çулталăк учителĕ» ята тивĕçет. М.Леонтьева республикăри конкурсра «Детское признание» номинацире çĕнтернĕ. Ÿсĕмĕ пĕр хăйĕнчен кăна мар, шкулти пултаруллă йышран, юратнă мăшăрĕ пулăшса пынинчен те нумай килнине палăртрĕ. Сăмах майĕн каласан, унăн упăшки Сергей Валерьевич та вĕрентекен. Вăл та çак шкултах ĕçленĕ, физикăпа математикăна вĕрентнĕ. Юлашки вăхăтра – «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕн ертÿçин çумĕ.
Марина Михайловна шкулта вĕреннĕ чухнех сăвă, калав хайланă, «Пионер сасси» хаçат лауреачĕ те пулнă.
Хастар учительницăн ачисем Ленăпа Юля та тăрăшуллă. Иккĕшĕ те шкула çÿреççĕ, конкурссене хутшăнаççĕ. Саккăрмĕш класра вĕренекен Лена, Чăваш патшалăх университетĕнчи наукăпа практика конференцине кайса, пултарулăхне кăтартнă, унтан лауреат пулса таврăннă.
Елена ТИМОФЕЕВА.