11 мая 2011 г.
Кĕçĕн Тăван ялĕнчи Афанасьевсем ултă ача пăхса ÿстернĕ. Алина хĕрĕ – кĕçĕнни.
Кил хуçи хĕрарăмĕ Ирина Федоровна чăвашлăха питĕ хакланипе палăрса тăнă. Вăл юрăсем нумай пĕлнĕ, шăрантарма та юратнă. Вăт çав ырă енсем куçнă та хĕрĕ çине. Алина шкулта вĕреннĕ чухнех чăваш халăх сăмахлăхĕпе, унăн юрри-кĕввисемпе интересленме пуçланă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче тăватă çул вĕренет. Тăрăшуллă çамрăк кунпа та çырлахман. Аякри Саратов хулине çитиех кайса культура искусствин академийĕнче пĕлĕвне малалла туптать.
– Вĕреннĕ чухне пире халăх юррисене пухма хушнăччĕ. Эпĕ вара аваллăхпа çыхăннă нумай тĕрлĕ хайлавсене аннерен сакăрвуннă-тăхăрвуннă таранах çырса илнĕччĕ. Çавăнтан вара вĕрентекенсем, студентсем те питех те тĕлĕннĕччĕ, – терĕ вăл каллех амăшĕн пултарулăхне палăртса.
Аслă пĕлÿллĕ Кĕçĕн Тăван хĕрĕ телее Элĕк Енех таврăнать. Вăл хăйĕн ĕç биографине районти Культура çуртĕнче пуçлать. Хальхи вăхăтра вăл ачасен искусство шкулĕн вĕрентекенĕ. Шăпах ĕç вырăнĕнче тĕл пултăмăр унпа. Пушă вăхăт тупса, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма та хирĕçлемерĕ.
– Фольклор класĕнче пĕрремĕш – пиллĕкмĕш классенче вĕренекенсем – вун тăваттăн. Йышра хĕр ачасем ытларах, – терĕ кунта чылайранпа тăрăшаканскер.
Фольклор уйрăмĕнче вĕренекенсем вăйă меслечĕпе чăваш тата вырăс халăхĕсен йăли-йĕркисемпе паллашаççĕ, халăхсен культурине анлă çул хываççĕ. Музыка инструменчĕсемпе выляма хăнăхаççĕ, хăйсен аллисемпе фольклор уявĕсем валли пуканесем, костюмсем хатĕрлеççĕ.
«Шевле» ансамбль конкурссемпе фестивальсене хаваспах хутшăнать. Нумай пулмасть-ха Алина Михайлова ертсе пыракан коллектив республикăри «Ай ташлар-и» конкурса, «Пĕчĕк çеç путене» фестивале те хутшăннă. Пĕччен юрлакансен «Сенти» конкурсра вара Нелли Львова вĕренекен палăрнă.
Ачасене пурăнма, ĕçлеме, канма, пултарулăх кăтартма вĕрентме тÿр килни кулленех хавхалану хушать çамрăк хĕрарăма.
Е.САВЕЛЬЕВА.