АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ чĕлхе – икĕ ăс

11 мая 2011 г.

Кашни халăхăн хăйĕн чĕлхи пур. Манăн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Юратнă чĕлхепе А.Николаев космонавт тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ, хастар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши çĕкленÿллĕ сăвăсем çырнă. Çепĕç, янăравлă, илемлĕ чĕлхепе эпĕ мĕн пĕчĕкрен калаçса ÿснĕ. Ăшшăн каланă чăваш сăмахĕ кашни çын чунне ăшăтать, кăмăлне çĕклет.

Тăван чĕлхене аван пĕлекен çын ытти чĕлхесене те хăвăртрах вĕренсе пырать. Ахальтен мар И.Яковлев «Икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс»,– тенĕ. Эпĕ чăваш пулнишĕн мăнаçланатăп.

Анатолий ГОРШКОВ,

Вутлан ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика