11 мая 2011 г.
Нумаях пулмасть республикăра наци кĕнекин регионсем хушшинчи фестивалĕ вĕçленчĕ. Унта паянхи пурнăçри кĕнекен вырăнĕ пирки тимлесе калаçрĕç, тухакан изданисене вулакан патне хăвăртрах çитерес ыйтăва та хускатрĕç, çĕнĕ кĕнекесене пахаларĕç, авторсемпе тĕл пулусем ирттерчĕç. Çак уява Чăваш кĕнеке издательстви те хутшăнмасăр юлмарĕ.
– Фестиваль программи яланхи пекех анлă пулчĕ, – каласа парать издательствăн тĕп редакторĕ В.Н.Алексеев. – Чи малтанах Пушкăртстанри чăваш библиотекарĕсен семинар-канашлăвĕ пирки каласа хăварасшăн. Унта пирĕн республикăран кайнă пысăк делегаци хутшăнчĕ.
Чăваш наци библиотекинче çÿлерех асăннă фестиваль программипе килĕшÿллĕн чи вулакан кĕнекесене темиçе номинаципе палăртрĕç. Прозăпа тухнă кĕнекесем хушшинче Георгий Орловăн «Вутри юрату» романĕ, сăвă кĕнекисенчен Юрий Сементерĕн «Çиçĕм сапаки» сборникĕ мала тухрĕç, ача-пăча кĕнекисенчен Дмитрий Суслинăн «Димка ашшĕне шырать», Лев Кадкинăн «Детство на гору спешит» хайлавĕсем палăрчĕç, Лаврентий Таллеровăн «Савнă Самиле» повеçсен пуххине ял пурнăçне уçса паракан чи лайăх кĕнеке тесе палăртрĕç.
Фестиваль вăхăтĕнче эпир хамăр ĕçе тепĕр хут пăхса тухса хакларăмăр. Иртнĕ çул шăп та лăп 100 кĕнеке тухрĕ, вĕсен пĕтĕм тиражĕ 300 пинрен те иртрĕ. Юлашки вăхăтра вĕсене Минскри, Мускаври, Парижри тата Лондонри Пĕтĕм тĕнчери выставка-ярмаркăсенче кăтартрĕç, лайăх хак пачĕç. Çĕршыв шайĕнче çулсерен ирттерекен конкурссенче те чăваш кĕнекине пысăк хак пачĕç: массăллă çыхăну хатĕрĕсен Федераци агенстви ирттерекен «Малая Родина» конкурсра Геннадий Иванов – Орковăн «Терентий Дверенинăн чăваш тĕнчи» кĕнеке-альбомĕ, икĕ томлă «Чуваши: история и культура» тĕпчев дипломĕсем çĕнсе илчĕç.
Пушкăртстанри тĕл пулусенче те, республикăри районсемпе хуласенче те кăçал тухмалли кĕнекесемпе тăтăш кăсăкланчĕç. Çакна палăртма кăмăллă: кăçал «Чăваш энциклопедийĕн» 4-мĕш томне хатĕрлесе çитеретпĕр. Нумай çула пынă пысăк ĕç çакăнпа вĕçленет. Кунсăр пуçне Анатолий Миттов художник ĕçĕ-хĕлне уçса паракан хитре кĕнеке-альбом тухмалла. Открыткăсен пуххисем, хитре альбомсем, тĕн кĕнекисем, учебниксемпе ача-пăча кĕнекисем те пичетлеме палăртнă.
Илемлĕ литературăна илес пулсан, нумаях пулмасть Юхма Мишшин, Сергей Павловăн, Нелли Петровскаян, Юрий Семендерĕн, Леонид Агаковăн, Георгий Красновăн, Николай Максимовăн, Ангелина Павловскаян, Улькка Эльменĕн, Юрий Артемьевăн тата ытти çыравçăсен тĕрлĕ жанрпа çырнă кĕнекисем вулакансем патне çитрĕç. Туслăх тенине манăçа хăвармасăр пушкăрт писателĕн Марсель Салимовăн «Эй, эсир, йĕкĕтсем!» кулăшла калавсен пуххине кăлартăмăр.
Халăх ăс-хакăлне халăха каялла тавăрса парас тесе те тимлетпĕр. Çулсерен «Халăх пултарулăхĕ» ярăмпа сулăмлă кĕнекесем тухса пыраççĕ.
Уйрăммăн палăртса хăварас килет: Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе килĕшÿллĕн ача-пăча кĕнекисене кăларас ĕçе сарса пыратпăр. Чăвашла анчах мар, чăвашла-вырăсла, чăвашла-акăлчанла та тухаççĕ кĕнекесем.
В.АЛЕКСЕЕВ.