11 мая 2011 г.
Ураскилтре пурăнакан В. Кадеевран Етĕрнери районсем хушшинчи следстви комитетне чĕнÿ çитнĕ. Çĕмĕрлери шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем ун патĕнче саккунсăр майпа шырав ирттернĕ. Çавна май вăл хăйĕн килĕнче укçа çухалнине асăрханă. Тÿрех районти шалти ĕçсен пайне пĕлтернĕ. Халĕ РФ УПК-ан 144-145 статйисемпе килĕшÿллĕн тĕрĕслев иртет.
Çав хушăрах Сатлайка ялĕнче пурăнакан А. пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл çав ялтах пурăнакан Л.-ăн пÿртне унăн ирĕкĕсĕр кĕнĕ.
Халĕ çак асăннă ĕçсемпе тĕрĕслев пырать.
А.Степанов,
Етĕрнери районсем хушшинчи следстви комитечĕн аслă следователĕ.