АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Партизансемпе пĕрле çапăçнă

18 мая 2011 г.

Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçине хутшăннисене паянхи кун та ырăпа аса илетпĕр.

Ксенофонт Венедиктович Венедиктов Янăш ялĕнче 1922 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă.

Чăваш Сурăм шкулĕнчен вĕренсе тухсан хуçалăхра бригадирта тăрăшнă. 1940 çулта Ксенофонт Венедиктович салтак ретне тăнă. Вăрçă пуçлансан ăна тÿрех фронта ăсатнă. 1941 çулта Кăнтăр-Хĕвеланăç фронтĕнче, 1942–1944 çулсенче Югослави территорийĕнче партизансен отрячĕн тытăмĕнче çапăçнă. К.Венедиктов 1948 çулта Чăваш Ене таврăннă. Çак çултах «Сорма» хуçалăхра бригадирта ĕçлеме тытăннă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех унта вăй хунă. Ксенофонт Венедиктовичпа Александра Елисеевна ултă ывăлпа тăватă хĕр пăхса ÿстернĕ. Халĕ хулара хĕрĕ патĕнче пурăнать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика