АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çирен спецовка каймарĕ, яка çÿреймерĕм»

18 мая 2011 г.

Пĕр урамра, кÿршĕллĕ тенĕ пекех ÿснĕ ача-пăча – аслăраххисемпе кĕçĕнреххисем те – тăтăш пĕрле: вăйă-кулăра, ĕçре. Ишĕм Кирилли Ваççи теттĕмĕр-ха пирĕнтен ик кил урлă пурăнакан ачана. Самаях кĕçĕн манран вăл. Кĕçĕнни аслăраххи еннелле туртăнать. Хĕлле йĕлтĕрпе ярăнаттăмăр та, Вася мана кура пур чăнкăран та хăрамасăрах анать. Мухтаттăм ăна. Çулла вăрмана çырлана, кăмпана çÿренĕ ытти тантăшăмăрсемпе, Вася та пирĕнпе ермешет. Ÿсерехпе çаплах колхозра ĕçе кÿлĕннĕ.

Вася ашшĕ, Кирилла пичи, авланнине те астăватăп эпĕ. Анне туя кайма тесех кÿршĕ çыннине, атă-пушмак ăстине, сакăр кĕтеслĕ атă тутарчĕ.

Татьяна Аввакумова – çĕнĕ кин. Кирилла пичирен вунă çул çамрăк. Кÿршĕ-аршăпа хăвăрт килĕштерчĕ çамрăк арăм. Вăрçă вăхăтĕнче хĕрсем, хĕрарăмсем пĕр-пĕрин патĕнче черетленсе ларма ларатчĕç каçсерен – кĕнчеле арлатчĕç, ытти ал ĕç тăватчĕç.

Кирилла Ваççипе калаçса ларас тесе ятарласа çитрĕм ак Мăнкун эрнинче. Пÿрте кĕретпĕр те, эпĕ типтерлĕ таса пÿлĕмре хывăнса малалла иртсе ларатăп.

Пÿрт ăшă – газ кĕртнĕ, кирлĕ пек хутаççĕ. Урамалла пилĕк, кил хушшинелле ик чÿрече. «Аçуна астăватăн-и;» – тетĕп Ваççăна. «Çук», – тет. Ăçтан астутăр ĕнтĕ, виççĕре кăна пулнă та-ха. Палăртатăп: Кирилл Иванов 1942 çулхи хĕлле салтак кайнă, «Астăвăм» кĕнеке тăрăх пĕлетĕп: 1942 çулхи юпа уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă вăл.

Василий Кириллович Иванов 1939 çулта çуралнă. Тенири çичĕ çул вĕренмелли шкула 1953 çулта вĕренсе пĕтерет. 1958 çулта ДОСААФ янипе Çĕмĕрлере шофера вĕренет. Çав çулах салтака каять. Польшăра иртет унăн хĕсмет вăхăчĕ – танк чаçĕнче, шофер. Виçĕ çултан киле килес тенĕ чух, Кариб кризисĕ пулнă май, служба тăсăлать, çапла тăватă çул иртнĕ хыççăн 1962 çулта таврăнать яла. Ку вăхăталла колхозсенче техника хушăнкалать, Василий Кириллович – тăван кохозра руль умĕнче.

Вăтăр çул ытла тĕрлĕ ĕçе пурнăçланă рейса çÿресе Василий Кириллович. Унтан пилĕк сурни аптратнăран районти больницăри тĕп врач сĕннипе урăх ĕçе куçать – машинăпа техника паркĕнче токарьте ĕçлет мĕн пенсие тухичченех.

1965 çулта ялти хĕрпе Валентина Федоровнăпа мăшăрланаççĕ. Хĕрпе ывăл çуралать вĕсен – Валерий тата Майя. Валерий Иванов Шупашкарта ĕçлет, хăй çемйипе унта пурăнать. Кусен икĕ ача – хĕрпе ывăл.

Валентина 1947 çулта çуралнă. 1962 çулта Тенири тулли мар вăтам шкула вĕренсе пĕтерет те тăван «Прогресс» колхозра ĕçлеме пуçлать – вĕçĕмсĕр фермăра. «Çирен спецовка каймарĕ, яка та капăр тăхăнса, янкăсланса çÿреймерĕм», – тет вăл кăшт куляннăн.

– Ку иккĕмĕш пÿрт, – тет кил хуçи. – Малтан Михайловскинчен пура туянса килсе лартрăм. Вăл кăмпаланса çĕре пуçларĕ те, куна кирпĕчрен лартрăмăр. 1987 çулта.

Пÿрт ăш-чикки тирпейлĕ. Урайне хăмăртарах хĕрлĕпе сăрланă. Стенка, шкафсем пур. Телевизор. Хаçат çырăнса илеççĕ.

Ытларах Валентина Федоровна шăкăлтатать. Ял пурнăçĕ çинчен пуплерĕмĕр, паллан-пĕтенсене аса илтĕмĕр. Çак вăрăм урамра шкула каякан виçĕ ача çеç-мĕн, чылай пÿрт пушă.

Никита ЛАРИОНОВ,

Кармал Тени ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика