21 мая 2011 г.
Тĕрлĕ сăлтавсене пула чылай çемьере хирĕçÿ сиксе тухать. Кун пек чухне вара хăшĕ-пĕрисем çывăх çыннисем çине алă çĕклеме те вăтанмаççĕ.
Акă Элĕкри Советски урамĕнчи пĕр çуртра пурăнакан 1982 çулта çуралнă В. хунямăшĕпе хирĕçсе кайнă. Мăшăрĕн амăшне киревсĕр сăмахсемпе кÿрентерни çитмен çирĕм тăхăр çулхи çамрăка, хунямăшне чышкипе кĕлеткинчен çапса пĕтернĕ. Кинемей хăйне ниепле те хÿтĕлеймен, çавăнпа та шалти ĕçсен пайне заявленипе тухнă. Çамрăкăн саккун умĕнче явап тытма тивет.
А.МОРОЗОВ,
шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕ.