21 мая 2011 г.
Писĕп ялĕнче Еленăпа Юрий Даниловсем пĕрлешсе çемье чăмăртанăранпа вун сакăр çул çитнĕ. Вăй хурса тимлесен кăна ырлăх-пурлăха хушса пыма май килнине пĕлсе тăраççĕ вĕсем.
– Эпĕ вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн пĕлĕве Шупашкарти педагогика училищинче ÿстертĕм. Хыççăн шкул ĕçне кÿлĕнтĕм. Вожатăйра пилĕк çул тăрăшрăм, – терĕ Муркаш районĕнчи ялта çуралса ÿснĕ Елена.
Элĕк Енри Писĕп ялне качча килсен ĕç биографийĕ улшăнать унăн.
– Профессипе килĕшÿллĕн ĕçе вырнаçма май килмерĕ. Ялти пекарньăна чĕнчĕç те, унта хаваспах кайрăм. Çапла вара пĕр шухăшламан çĕртенех çăкăр пĕçерекен пулса тăтăм, – калаçăва малалла тăсрĕ Елена Данилова.
Анчах та предприяти сасартăк хупăннă. Кунта вăй хуракансем ĕçсĕр тăрса юлнă. Çап-çамрăк хĕрарăм Лена вара хăйсен анкартийĕ хыçĕнчех вырнаçнă сĕт-çу фермине кайса кĕрет. Çавăнта тăсăлакан сукмака ирĕн-каçăн такăрлатать, дояркăра тимлет вăл.
Мăшăрĕ Юрий ял çыннисен пушă вăхăтне усăллă та культурăллă ирттерес тесе тимленĕ. Юрă-ташă енĕпе ăста çынна ял хуçалăх предприятийĕнче кладовщик пулма шанаççĕ. Анчах ял хуçалăхĕнчи юхăнупа аркану варкăшĕ писĕпсене те аякра хăвармарĕ. Елена Вениаминовнăпа Юрий Германович килти хуçалăх ĕçне анлăрах сарма, вăйлатма тĕллев лартаççĕ. Хушма хуçалăха аталантарас енĕпе ятарлă программăпа ĕçлеме кăмăл пурри çинчен ĕçпе тивĕçтерекен центра пĕлтереççĕ. Центр ĕçченĕсем укçа-тенкĕ те уйăрса параççĕ.
– Пирĕншĕн 58 пин тенкĕ пысăк çăмăллăх вырăннех пулчĕ. Эпир, унпа усă курса, виçĕ вăкăр, пĕр тына пăру туянтăмăр. Выльăх апачĕ те илтĕмĕр, – кăмăллăн пĕлтерчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Мăшăрсем вăкăрсене самăртассипе тимлесех ĕçе пикеннĕ. Иртнĕ çулхи июнь уйăхĕнче туяннăскерсене самăртса панă та ĕнтĕ. Чупнă тына пăрушĕ вара ĕне шутне те кĕнĕ, кĕçех пăруламалла.
– Хамăрăн килти ĕне те кăçал пĕр харăсах икĕ пăру туса пачĕ, – савăнăçне пытараймарĕ Елена Вениаминовна.
Çĕнĕлĕхпе усă курса ĕçлени Даниловсене картишĕнчи выльăхсен йышне ÿстерме май панă. Кăçал икĕ ĕне усраççĕ вĕсем. Çулленех сысна самăртнă, сурăхсем те пур.
Вите те çĕкленĕ Даниловсем. Ĕçчен те мал ĕмĕтлĕ çемье пĕр тÿпе çĕре харпăрлăха илнĕ. Пĕлтĕр ку лаптăк çинче тĕш тырă туса илнĕ.
Хушма хуçалăхра вăй хума йышĕ те пур Даниловсен. Питĕшкассинчи вăтам шкула çÿрекен Нина, Сергей, Настя ачисем выльăх-чĕрлĕх пăхнă, çĕр лаптăкĕ çинче ĕçленĕ çĕре хастар хутшăнаççĕ. Икĕ çултан иртнĕ Олеся вара çемьешĕн чун йăпатмăшĕ.
Е.САВЕЛЬЕВА.