АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнекене алăран вĕçертмеççĕ

25 мая 2011 г.

Кăçалхи август уйăхĕнче Вырăс Сурăм ялĕн библиотеки уçăлнăранпа çулталăк çитет. Малтан библиотека шкулта вырнаçнăччĕ. Шкул хупăнсан хаçат-журнал, кĕнеке вулама çынсене валли ятарлă вырăн пулман. Çавăнпа та ялта вулавăш уçма тĕллев лартрăмăр. Фельдшерпа акушер пункчĕпе юнашар пÿлĕмре хамăр вăйпах юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Пĕлтĕрхи август уйăхĕнче вара библиотека хута кайрĕ, шкултан кĕнекесене, хаçатсемпе журналсене куçарса килтĕмĕр. Халĕ ялти вулавăш модельлĕ библиотека шутланать.

Калас пулать, вулакансен йышĕ сахалах мар кунта. Çывăхри ялсенчен те кулленех библиотекăна васкаççĕ. Яшши те, ватти те кĕнекепе туслă. Уйрăмах Л.Николаева, А.Николаев, Е.Короткин вулавăшран тухма пĕлмеççĕ. С.Николаевапа С.Филиппова та юлашки вăхăтра библиотекăпа тачă çыхăнура. Вĕсем ытларах кулинари, пахча çимĕç çинчен çырнă кĕнекесене хапăлласа вулаççĕ. Çĕнĕ кĕнекесем килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Пирĕн библиотекăра «Варкăш» кружок ĕçлет. Ăна Раиса Сарпи писателĕн, поэтăн йăмăкĕ Галина Васильевна Николаева нумай çул ертсе пырать. Вăл – учитель-пенсионер. Хăй тивĕçлĕ канура пулсан та килте ахаль лармасть, библиотекăри пур мероприятие те хутшăнма тăрăшать.

Галина Васильевна ертсе пынипе кашни уйăхра тĕрлĕрен мероприяти иртет. Акă нумаях пулмасть Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 66 çул çитнине халалласа савăнăçлă уяв программи хатĕрлерĕмĕр, пĕчĕк концерт кăтартрăмăр. Мероприятие тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем хутшăнчĕç.

Вырăс Сурăм ялĕнче культура çурчĕ хупăннăран кашни мероприяти библиотекăра иртет. Вулав конференцийĕсем пулнине те палăртмалла. Шкул ачисемпе пĕрлех тивĕçлĕ канури кинемейсем те хутшăнаççĕ унта. Çĕнĕ дисксем, кассетăсем туянса библиотекăра спектакльсемпе концертсем пăхасси те йăлана кĕчĕ.

Пирĕн тăрăхра тĕрлекенсемпе çыхакансем те йышлă. Хĕллехи кунсенче хĕрарăмсем пушă вăхăтра библиотекăна килсе хăйсен опычĕсемпе пĕр-пĕрне паллаштараççĕ. Кĕске вăхăтрах çекĕлпе е йĕппе эрешлесе илемлĕ алсиш-нуски, шальсем, тапочкисем маçтăрлаççĕ.

Библиотекăн вулав залĕнче эпир тĕрлĕ темăпа хатĕрленĕ кĕнеке куравĕсемпе те паллаштаратпăр, вулакансемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр.

З.КОНСТАНТИНОВА,

библиотека ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика