АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕчĕ нумай, хакĕ йÿнĕ

25 мая 2011 г.

«Мĕншĕн-ха сĕте йÿнĕ хакпа туянаççĕ;» – тесе ыйтаççĕ Йăлкăш ял тăрăхĕнче пурăнакансем.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви çапла пĕлтерет: кашни çулах кĕтÿ çаран çине тухсан анчах сунă сĕт хакĕ чакать. Ку вăл сезонлă пулăм, мĕншĕн тесен сăвăм ÿссех пырать те ăна туянакансем хаксене йÿнетме тытăнаççĕ. Чăваш Енри «Агро-Инноваци» мониторинг кăтартăвĕсем çакăн пек: ака уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне пĕрремĕш сортлă сивĕтнĕ сĕте ку продукцие тирпейлекен предприятисем пĕр литрне 11 тенкĕ те 52 пуспа туяннă. Хакĕ, паллах, пысăках мар. Апла пулсан сĕт сутма кăмăл пуррисен ял хуçалăх продукчĕсене йышăнакан тата вĕсене сутакан кооперативсене пĕрлешмелле. Ку енĕпе республикăра 2008-2015 çулсем валли ятарлă программа туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн пысăк пахалăхлă сĕте йышăнса унран тĕрлĕрен апат-çимĕç хатĕрлекен кооперативсене оборудовани туянмашкăн кредитпа тивĕçтереççĕ. «Агро-Инноваци» çавăн пекех лаборатори тата компьютер хатĕрĕсене те сĕнет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика