АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял варринчи лавккаран çын татăлмасть

25 мая 2011 г.

Писĕп ялĕн варринчи лавккана кĕрсен кăмăл çĕкленчĕ. Мĕнле кăна тавар çук-ши кунта; Апат-çимĕç продукчĕсене типтерлĕ вырнаçтарнă. Вĕсен ассортименчĕ пуян. Аш-какай продукчĕсем, тĕрлĕ пулăсем, пылак çимĕçсем, улми-çырли, пахча çимĕçĕ те тĕрлĕрен. Куллен кирлĕ хуçалăх таварĕсем хăйсем уйрăм вырăн тупнă. Кусем те суйламалăх пур. Ахальтен мар ĕнтĕ çыннисем те пырсах тăраççĕ.

Юлия Харитонова сутуçă вара пурне те ăшă кăмăлпа йышăнать. Ырă сĕнÿ, канаш парса та пулăшать.

– Çăкăр кирлĕ терĕр-и; Ăна анчах килсе пачĕç. Элĕкри çăкăр комбинатĕнче пĕçернĕскер çемçе. Туянма пултаратăр. Батонĕ те кăпăшка, – шăкăлтатрĕ черетри çынсемпе Юлия Геннадьевна.

Кăмăла хирĕç кăмăл пулни те тÿрех палăрчĕ. Ял çыннисем çăкăр кăна мар, ытти таварсене те хаваспах туянчĕç. Сутуçăна заказ паракансем те пулчĕç.

– Цемент кÿрсе пама пултаратăр-ши; – терĕ самаях çулланнă арçын.

– Май пур, хăвăр патăра çитерсех парăпăр, – пулчĕ хурав.

Çав хушăрах хуçалăх таварĕсене илесшĕннисем те палăрчĕç. Сутуçă вара пурин ыйтăвне те тивĕçтерме кăмăл турĕ. Ю.Харитонова ялти магазин ĕçне 2003 çултанпа йĕркелесе пырать.

Сутуçă ĕçĕ вара чăрмавсăрах мар. Лавкка патне, акă, асфальтлă çул çитеймест. Уяр çанталăкра пур тĕрлĕ тавара централизациленĕ майпа çитерсех пыраççĕ-ха. Йĕпе-сапа чухне, хĕллехи вăхăтра юр тултарсан транспорт лавкка патнех çитеймест. Çав тапхăрта таварсене алă вĕççĕн те сахал мар çĕклеме тивнĕ Юлия Харитоновăн.

Сутуçă халăхран сĕт пухассипе кулленех ĕçлет. Çав хушăрах ку енĕпе яла машинăсем те пырсах тăраççĕ. Апла пулин те çаврăнăçуллă та вар-вар сутуçă патне иленнисем те сахалах мар. Ю.Харитонова халĕ 300 килограмран кая мар сĕт йышăнать. Хăй, сăмахран, икĕ ĕне усрать те, сĕт ытларах парса, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартать. Хатĕрлев ĕçĕнче ытти енĕпе те тимлет. Халăхран эмел курăкĕсем те йышăнать.

Тавар туянакансенчен ытларахăшĕ çулланнисем. Сутуçă вара ватă çынсен нушине ăнланать, вĕсене мĕн кирлине кÿрсе пама тăрăшать. Çавăншăн тав сăмахне те сахал мар илтет.

Питĕшкасси хĕрĕ пулнăскер мĕн качча килнĕренпех ял-йышра пысăк хисепре. Мĕншĕн тесен Юлия Харитонова ялти лавккара кăна мар, фермăра та ырăпа кăна палăрнă. Дояркăра икĕ çул ĕçленĕ хыççăн ăна, пултарулăхне кура, ферма заведующине лартнă. Юлия выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе çирĕм çул чун-чĕререн парăннă. Вăл ертсе пынипе выльăхсен йышне 700 пуçа, çав шутран ĕнесене 300 пуçа çитернĕ. Сĕт сăвассипе районта пĕрремĕш вырăна тухнă писĕпсем.

Çавна май Юлия Геннадьевнăна Урпаш ял канашĕн, район депутачĕ пулма та суйланă.

Пултаруллă хĕрарăм уй-хир, комплекслă бригада бригадирĕнче те ăнăçлă ĕçлет. Халĕ вара суту-илÿре ырми-канми тимлет. Ĕçчен сутуçă – ултă ача амăшĕ. Мăшăрĕпе Александр Григорьевичпа иккĕшĕ икĕ хĕрпе тăватă ывăла кун-çул парнеленĕ. Халĕ вĕсем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухса пыраççĕ.

Çĕр лаптăкĕ чылай илнĕ. Йышлă çемье туслă пурăнать, пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕреççĕ. Ю.Харитонован кăçал икĕ юбилей. Сентябрĕн 17-мĕшĕнче çавра менелникне паллă тăвать. Çав кунхинех вăл çемье çавăрнăранпа 35 çул çитет.

– Эпĕ ĕçлемесĕр пĕр кун та пурăнман. Ултă ача амăшĕ те пултăм. Çапах та «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçеймерĕм, – терĕ вăл пăшăрханса.

Елена ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика