25 мая 2011 г.
Ытти пин-пин çемьесем пекех Шĕмшеш ялĕнче пурăнакан Платоновсем те çĕнĕ çула çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсемпе, ырă шанăçпа кĕчĕç. Вĕсем ялан хăйсем çине кăна шанаççĕ.
Василисăпа Олег Платоновсем вун пилĕк çул каялла пĕр çемье çавăрнă. Чылай мăшăрсем пек çăлтăрсем шутласа туйăмсене тĕрĕслемен. Пĕр-пĕринпе вĕсене пĕлĕшсем паллаштарнă. Пĕрлешнĕ кунран çĕнĕ çемье çуралнă.
Кураккассинче çуралса ÿснĕ Василиса вунă ачаллă çемьерен. Иртĕхсе ÿсмен вăл. Ашшĕ-амăшĕ кашнинех çирĕп ура çине тăратма пултарнă. Тăххăрмĕш тĕпренчĕкĕ Василиса авă шкултан вĕренсе тухсан повар-кондитер специальноçне алла илнĕ, район центрĕнче ĕçе вырнаçнă. Олег та нумай ачаллă çемьерен. Кĕçĕнни пулсан та тăван килĕнче аслăрах пиччĕшне хăварма килĕшнĕ. Çемьеленсен Шĕмшеш ялĕнчех çĕр лаптăкĕ илнĕ. Малтанах хушма хуралтăсем çĕнетнĕ Платоновсем. Виçĕ çул каялла вара çĕнĕ пÿрт çĕклерĕç. Çулталăкра пÿрт туса, унта пурăнма куçасси çăмăл мар паллах.
– Хуçалăхри шалупа пурнăçа сыпăнтарса пыма йывăр. Çавăнпа та «шапашкăна» тухса çÿретĕп, – шухăш-кăмăлне уçса пачĕ Олег Николаевич.
Малтанах кил хуçи арçынĕ районти пушар хуралĕнче вăй хунă, хуçалăхра та сахал мар тăрăшнă. Унăн мăшăрĕ вара пĕр вăхăт Шĕмшешри культура çурчĕн директорĕнче тимленĕ. Ваттисен çуртĕнче ĕçленĕ. Халĕ – пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче санитарка.
Олегпа Василиса çут тĕнче парнеленĕ виçĕ тĕпренчĕкĕ те шкул сукмакне такăрлатаççĕ. Анжелика вун пĕрмĕш класра вĕренет. Унран çулталăк кĕçĕнрех Виктория вĕренÿре тăрăшулăхпа палăрать. Тĕрлĕ предметсемпе иртекен олимпиадăсене хутшăнать, калавсемпе сăвăсем çырать. Шкул пурнăçĕнче питĕ активлăхпа палăрать. Хĕрсен шăллĕ пĕрремĕш класра. Аппăшĕсем Костикшăн та яваплăха туяççĕ, вĕренÿре пулăшаççĕ, воспитани параççĕ. Ытти тантăшсем пекех Викăпа Анжелика та ĕç тĕлне пĕлмеççĕ темелли çук. Ашшĕпе амăшĕшĕн вĕсем пысăк пулăшуçăсем вырăннех. Пĕри пÿрт çурта тирпейлет пулсан, тепри кил картинче тăрмашать.
Платоновсен çемйинче туслăхпа килĕшÿ хуçаланать. Пĕр-пĕрне яланах ăнланма тăрăшаççĕ телейлĕскерсем.
И.КОНСТАНТИНОВА