АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăватă ывăла салтака ăсатса кĕтсе илнĕ

25 мая 2011 г.

Кашни ашшĕ-амăшех хăйĕн тĕпренчĕкне телей курма çуратать. Анчах уншăн харпăр хăйĕн чылаях вăй хума тивет. Шĕнтреш ялĕнчи Юлия Ивановна Свисткова çавна хăйĕн пурнăçĕнчи тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.Вăл Çирĕккасси ялĕнче хаяр вăрçă вăхăтĕнче – 1943 çулта çут тĕнчене килнĕ. Кулленхи ĕçре пиçĕхсе хĕр шутне кĕрет. Çирĕм çулта Шĕнтреш кинĕ пулса тăрать Юля.

Мăшăрсене пулăшакансемех тупăнман, хăйсем çине кăна шанма тивнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче ирĕкке ырлăх-пурлăх тума çемйипе куçса каяс йăла пурччĕ. Çамрăк мăшăр Волгоград облаçне иленет. Кунта вырнаçса хĕрÿ ĕçе кÿлĕнеççĕ. Çичĕ çул пурăнса вăй илеççĕ, виçĕ ачаллă пулаççĕ. Çавах та тăван кĕтес хăй патнех туртать кашнинех. Свистковсем те Николай, Анатолий, Валентина ачисемпе Шĕнтреше таврăнаççĕ. Вĕсем кунта яланлăхах ăшă йăва çавăраççĕ. Кил хуçи, Александр Сергеевич, Ураскилт шкулне вырнаçать. Юлия Ивановна вара «Молния» хуçалăх ĕçĕсене хастар хутшăнать. Вăл фермăра, бригадăра та тимлет. Çав хушăрах йышне татах та хушаççĕ мăшăрсем.

– Хамăр ĕçре чухне ачасем пÿрт-çурта тирпейлетчĕç, апатне те пĕçеретчĕç. Каярах колхоз ĕçĕсене пĕрле илсе тухаттăм, – тет Юлия Ивановна.

Свистковсем пысăк йышпа хуçалăх уй-хирĕсенче тăрăшаççĕ, ятарласа ана илсе тухăçлă кăшман çитĕнтереççĕ.

Кил хуçи, Александр Сергеевич, столяр-платник ĕçĕнче ăста пулнăран ывăлĕсене те ку енĕпе хăнăхтарать. Каярах ывăлĕсем ашшĕшĕн шанчăклă пулăшакан пулса тăраççĕ. Хĕрĕсем вара амăшĕнчен тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме, тирпей-илеме хаклама вĕренеççĕ. Пĕлĕве ÿстерсе професси илесси те тĕп вырăнта тăнă çемьере.

– Эпир улттăн. Пысăк йышпа пухăнса пысăк çурт тăвар, – пĕр тĕллев лартаççĕ Свистковсен ывăлĕсемпе хĕрĕсем.

Пĕрлехи вăйпа туххăмрах кермен пек çурт çĕклеççĕ.

– Тăватă ывăла салтака ăсатса кĕтсе илтĕмĕр. Авлантартăмăр. Халĕ манăн тăватă кин. Вĕсем пĕри тепринчен лайăхрах, – хаваспах калаçрĕ ултă ача амăшĕ.

Унăн тĕпренчĕкĕсен йышĕнче пурнăçран çамрăклах уйрăлнисем те пур. Ватлăх кунĕсенче хĕрарăмăн савăнса пурăнасси кăна юлнă. Анчах та юлашки вăхăтра сывлăхĕ хавшани канăç памасть.

С.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика