АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши;

25 мая 2011 г.

Кашни çын ачаранах телейлĕ пулма ĕмĕтленет, çутă малашлăха шанать, ыррине кĕтет. Вырăс Сурăмĕнче пурăнакан Светлана Анатольевнăпа Владимир Геннадьевич та лайăххине çеç ĕненсе пурăннă.

Мăшăрсем иккĕшĕ те Вырăс Сурăм тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, пĕр-пĕрне ачаран палланă, пĕр шкулта пĕлÿ илнĕ. Светлана Анатольевна шкултан вĕренсе тухсан пир-авăр комбинатĕнче ĕç стажне пуçланă, çип арлакан (прядильщица) профессине алла илсен çичĕ çул таранах унта тăрăшнă.

–1993 çулта çемье çавăртăм. Хуларан яла куçса килтĕм, – калаçу çăмхине малалла тăсрĕ вăтăртан иртнĕ хĕрарăм. Пурнăç тени кашни çыннăнах расна пулать. Пĕр вăхăт сăпкара сиктерме, кайран ура хурса такăнтарма та пултарать.

Чăтăмлисем çеç ун пек чухне çухалса каймаççĕ, пурнăç тĕллевне çухатмаççĕ. Светланăпа Владимира та çирĕп чунлисен шутне кĕртмелле. Мăшăрсем икĕ хĕре пурнăç парнеленĕ. Асли Катя тĕрĕс-тĕкелех ÿссе çитĕннĕ, халĕ Шупашкарта техникумра сутуçăна вĕренет. Филипповсен кĕçĕн хĕрĕ Оля вара ачаранах инвалид пулса çуралнă.

– Пурнăç кун пек пулса тухасса шутламанччĕ. Темшĕн-çке Турри хытах кÿрентерчĕ хĕрĕме. Вун çичĕ çул ĕнтĕ Оля ура çине тăрса ытти çамрăксем пек чупаймасть, выляймасть, – салхуллăн калаçрĕ С.Филиппова.

Чир никама та хĕрхенсе тăмасть, пурне те хăй ытамне çавăрса илет. Ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть Оля, хĕрĕн урисем çеç ĕçлемеççĕ. Ялти шкула хупиччен вĕрентекенсем кашни кунах Ольăна вĕрентме киле çÿренĕ. Хĕрĕн вĕренес кăмăлĕ пысăк пулнине палăртрĕ Светлана Анатольевна. Халĕ вара çамрăка ытларах амăшĕ кĕнекесемпе паллаштарать, аппăшĕ те йăмăкне хаçат-журнал вуласа парать.

– Кичемлĕхре иртет унăн пурнăçĕ. Çуралсанах ăçта кăна çитсе унăн сывлăхне тĕрĕслеттермен-ши эпир; Анчах та кăлăхах. Мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши; Халĕ лăплантăмăр ĕнтĕ, – терĕ С.Филиппова.

Нимĕнле тухтăр та ура çине тăратайман хĕре. Светлана Анатольевна вун çичĕ çул хăйĕн хĕрĕ умĕнчен каймасть. Утайманскере питĕ пысăк тимлĕх уйăрмалла-çке-ха. Юрать-ха, Владимир Геннадьевич çемьешĕн тăрăшать, ют хуласемпе облаçсене ĕçлеме çÿрет, çемьене тăрантарать. Выльăх-чĕрлĕх усраса та тупăш илме тăрăшаççĕ Филипповсем, сĕтне патшалăха параççĕ. Светлана Анатольевнăн вăхăчĕ ытларах килте иртет. Пушă вăхăт нумай пулнăран хĕрарăм ал ĕçĕпе аппаланма пуçланă. Юлашки çулсенче илемлĕрен те илемлĕ нускисем, алсишсем çыхать. Ăсталăхне çулран-çул аталантарса пырать. Чечексене те кăмăллать хĕрарăм. Вĕсен пÿртне кĕрсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн – чăн-чăн ботаника сачĕ тейĕн. Темĕн тĕрлĕ чечек ешерет кил-çуртра. С.Филиппова вара вĕсене пĕчĕк ачана пăхнă пекех сăнаса тăрать, кашни чечекĕн ятне пĕлет. Пĕлмесĕр – хаçат-журналпа та питĕ туслă С.Филиппова. Ялти библиотекăран уйрăлма та пĕлмест вăл, çĕнĕ кĕнекесем пулсан тÿрех вуласа тухма тăрăшать, вуланине хĕрне каласа парать.

Йывăрлăхсем чуна кансĕрлеççĕ пулин, те пуçа усмасть-ха çирĕп чунлă хĕрарăм. Ялти кашни концерта, мероприятие хутшăнать, çынсемпе калаçса чунне уçать.

Вера МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика