АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти пурнăç илĕртнĕ

25 мая 2011 г.

Ĕçе чунтан юратакансем кăна паянхи кун ялта пурăнма пултараççĕ. Çулавăç ялĕнчи Филипповсем шăпах ун пеккисен шутĕнче.

Ĕçчен те çирĕп мăшăра эпĕ тахçантанпах паллатăп. Çак ял кинĕ пулса тăрсанах эпир мăшăрпа вĕсен çемйипе туслашрăмăр. Ялта çамрăк çемьесен шутне кĕртме пулать вĕсене. Наташăпа Петр 1997 çулта пĕр çемьене чăмăртаннă. Иккĕшĕ те Çулавăç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачаранах пĕр-пĕрне килĕштернĕрен ÿссе çитсен те вĕсен туслăхĕ татăлман, часах çамрăксен чĕрисенче юрату хĕлхемĕ ялкăшма пуçланă. Наташăран ултă çул аслă Петр хĕре хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Вун тăххăрти хĕр турткаланса тăман, тÿрех килĕшнĕ. Пĕр çемье çавăрсан çамрăк мăшăр малтанах кивĕ, пĕчĕк пÿртре пурăннă. Вăхăт иртсен çĕнĕ капмар çурт çĕклесе лартма ĕмĕтленнĕ. 1972 çулта кун çути курнă Петр Григорьевич çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕскер нимĕнле йывăрлăхран та хăраман. Кил хуçи хĕрарăмĕ те мăшăрне яланах пулăшса пынă, йывăр ĕçре хавхалантарнă.

Филипповсем 2010 çулта çĕнĕ пÿрте пурăнма куçрĕç. Стройка ĕçĕсене тĕппипех пĕтермен пулсан та малашнехи ĕмĕт-тĕллевсем пысăк-ха ĕçчен мăшăрăн. Ниме йĕркипе çĕкленĕ кил-çурт аякранах илемлĕн курăнса ларать. Наташа пĕлĕшĕм илемлĕхе, хитрелĕхе юратни те курăнать вĕсен килĕ умĕнчен иртнĕ чухне. Чÿрече анисем çинче темĕн тĕрлĕ чечек ешерет, кил-çурчĕ те хăтлă, тирпейлĕ. Кил хуçи арçынĕ килте çук чухне пур ĕçре те ĕлкĕрсе пыма йывăр пулин те, Наташа нихăçан та пуçа усмасть. Пĕчĕк ачисене те пăхмалла, выльăх-чĕрлĕхне те. Вĕсемсĕр пуçне килти хуçалăхра ытти ĕçсене те пурнăçламалла. Пĕлĕшĕм пур пĕр ÿркенмест, нимĕнле ĕçрен те хăрамасть.

Мăшăрсен пурĕ виçĕ ача. Филипповсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ воспитани пама, вĕсене тĕрĕс пурнăç çулĕ çине тăратма тăрăшаççĕ. П.Филиппов ют хуласене ĕçлеме çÿрет. Ялта çамрăксем валли нимĕнле ĕç те çук-çке. Çавна пула ирĕксĕрех ют хуласене шапашкăна тухса çÿреме тивет.

Пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест. Çемье ăшшине çирĕп тытакан çынсем пурри чуна хавхалантарать. Çынсемпе те тарават Наташăпа Петя. Йывăрлăхра яланах пулăшаççĕ, кирлĕ сĕнÿсем параççĕ.

Н.ЛОГИНОВА,

Çулавăç ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика