АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватă салтак парăнмасть-ха, чунĕ çеç тăван кĕтесшĕн çунать

25 мая 2011 г.

Кураккасси – Элĕк район центрĕнчен çурçĕр хĕвеланăçнелле 5 çухрăмра вырнаçнă Т – саспалиллĕ, виçĕ урамлă, 70 кил вырăнлă ял. Асăннă ялта, акă, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă икĕ салтак юлнă: пĕри – Николай Михайлович Михайлов, вăл 88 çулта; тепри – Ксенофонт Михайлович Ильин, вăл 87 çулта. Калас пулать, ялăн аталанăвĕнче вĕсен тÿпи те сахал мар ĕнтĕ.

Пирĕн малаллахи сăмах Николай Михайлович çинчен пулĕ. Вăл 1923-мĕш çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Çапах та 1937-мĕш çулта кÿршĕри Крымзарайкка шкулĕн 7-мĕш класĕнчен вĕренсе тухма май тупнă. Хăйĕнчен аслăраххисем: Ефросинья (1911) – Писере качча тухнă, Ксенофонт (1914-1942) – иртнĕ вăрçăра Ржов патĕнче хыпарсăр çухалнă, Анна (1921) – Тавăт ялне качча тухнă.

Шкултан вĕренсе тухнă каччă пĕр çул ялтах пурăнкаланă-ха, 1938-1941-мĕш çулсенче вара вĕсем Ксенофонт пиччĕшĕпе Шупашкарти Атăл хĕрринче вырнаçнă 1-мĕш аптекăра вутă татса-çурса пурăннă. Вăрçă пуçлансан, тепĕр çулхи июнĕн 2-мĕшĕнче, Николайăн та фронта кайма ят тухнă.

– Пиччене эпир пĕр-ик уйăх маларах ăсатрăмăр, хыççăн черет мана çитрĕ. Çапăçу хирне районтан 25-ĕн тухса кайрăмăр, вăл шутра хамăр ялти Яков Лазаревпа (вăрçă хыççăн килте вилчĕ) Дмитрий Петров та (вăрçăран таврăнаймарĕ, унпа эпир Бакури госпитальте сывалтăмăр) пурччĕ. Тăван пиччемпе тантăшăмсем вăхăтсăрах çут тĕнчерен уйрăлса кайнишĕн тепĕр чух хурланса та илетĕп, хаяр та хăрушă вăрçа пуçарса янă Германин рейхсканцлерне Адольф Гитлера чунтанах ылханатăп, – тет Н.Михайлов.

Чăваш каччин вăрçă çулĕсем Мускав çывăхĕнчи Ногинск хулинче пуçланнă. Сывлăш çар десанчĕн полкĕнче вĕсене парашютпа сикме хăнăхтарнă, хыççăн Моздок çывăхне куçарнă. Пĕр çапăçура амансан, сержант-пулеметчик Баку хулинчи госпитальте уйăх сывалнă, вăхăтлăха тăван ялне çаврăнса тухнă. Курск пĕккинчи хĕрÿ çапăçусем те унăн асĕнче ĕмĕрлĕхех юлнă. 1-2-3-мĕш Украина фронтне кĕнĕ 25-мĕш гварди танк бригади тăшмана Смоленск, Воронеж, Калининград, Харьков хулисенчен хăваласа тухса Днепр урлă каçнă та Польша, Румыни, Чехословаки çĕрĕсем урлă Германие çитнĕ. Çав подразделенин сапер взвочĕн отделени командирĕ Николай Михайлов сержант та асăннă çапăçусенче хастар пулнă. Ахальтен мар ăна партипе правительство Хĕрлĕ Çăлтăрпа Мухтав (3-мĕш степень) тата Отечественнăй вăрçăн (2-мĕш степень) орденĕсем; «Хастарлăхшăн», «Германие çĕнтернĕшĕн» тата «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе чысланă.

Вăрçă хыççăн тата икĕ çул Белоруссири çар чаçĕнче службăра пулнă сапер взвочĕн отделени командирĕ. Çуркунне яла çаврăнса çитнĕ те тепĕр икĕ уйăхранах ялти чипер Аннăпа ( 1921-1997) мăшăрланнă. Арăмĕ колхоз ферминче ĕнесем пăхнă, хăй вара конюшнинче аслă конюх пулса 60 çулчченех тăрăшнă. Калас пулать, лашасем пăхнисĕр пуçне, Николай Михайлович ялта – 16 пÿрт, урам алăкĕсем туса панă, кÿршĕ ялсенче те вăл тунă çуртсем сахал мар. Ăста та пултаруллă платнике таврари ялсенче халĕ те манмаççĕ. Шел пулин те, 1955-мĕш тата 1971-мĕш çулсенче, ветеранăн кил хуçалăхĕ тĕппипех çунса кĕлленĕ. Халĕ ун кил вырăнĕ пуш-пушах. Урам урлă вара Лена (1950) аслă хĕрĕ икĕ хутлă кирпĕч çурт лартнă. Сăмах май, фронтовикăн 5 ачинчен икĕ ывăлĕ те çĕре кĕнĕ, тепĕр икĕ хĕрĕ (Аля, Надя) Чулхула облаçĕнчи Пильна районĕнче пурăнаççĕ.

Вăрçăпа ĕç ветеранĕн кун-çулĕ вăрăм та пархатарлă, анчах та тумхахлă. Çапах та ватă салтак парăнмасть-ха: шур сухаллă, кăвак çÿçлĕ, хĕрлĕ те хитре пит-куçлă, пысăках мар кĕлеткеллĕ çынна 88 çула çитнĕ тесе каламаççĕ. Вăл ялан хыпкаланать: икĕ çул каялла Чулхула облаçĕнчи Княжиха ялĕнче кирпĕч пÿрт туяннă, унта вăл 50-ри кĕçĕн хĕрĕ Надьăпа пĕрле пурăнать. Пурнăçа юратакан мучи чĕлĕм туртма тахçанах пăрахнă, эрехпе те ашкăнмасть, тăван тавралăхшăн вара куллен тунсăхлать.

Геннадий САВЕЛЬЕВ,

ЧР хисеплĕ краевед-академик.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика