25 мая 2011 г.
Çуркунне çитнĕ май мана нумай çул каялла пулса иртни аса килчĕ. Бригадир çурçĕр иртнĕ икĕ сехетрех ĕçе кайма пырса каларĕ.
– Паян Хирлеп уйĕнче клевер акмалла. Çулĕ çывăхах мар, пĕр ултă çухрăм ытлашшипех утмалла пулать, – терĕ вăл.
Çапла вара сĕм тĕттĕмрех çула тухрăмăр. Ватти те, яшши те, шкул ачисем те Хирлеп уйне васкаççĕ. Пирĕн ирхи шăн ирĕлсе кайиччен ĕç тумалла-çке. Чылайăшĕ çăпатапа, атă тăхăннисем питех курăнмарĕç. Кĕçех ана хĕрне çитсе те тăтăмăр.
Пурте пĕр харăсах кĕрсе кайрăмăр. Кашниех малтан малаллах ыткăнаççĕ, ана варрине çитрĕмĕр. Хĕвел хĕрелсе тухрĕ те çанталăк та ăшăтма пуçларĕ. Асăрхатпăр: шăннă çĕр те ирĕлсех пырать. Кĕçех сас-хура та илтĕнме пуçларĕ: «Урана çĕр сырăна пуçларĕ. Пылчăк ăшне путатпăр!»
Чăнах та, ĕç тăвасси пирки мар, ана çинчен епле ишсе тухасси пирки шухăшлама вăхăт çитрĕ. Перасковья Коннова, авă, кĕрсех ларнă, пĕр урине туртса кăларать те тепринпе кĕрсе ларать. Кĕçех унăн çăпата кантри те татăлса кайрĕ. Çулланнă хĕрарăм куççульпех йĕрме пуçларĕ. Тахăшĕ ăс пачĕ: «Тăллусене кантрапа çых та тухма тăрăш».
Ана çинче шăв-шав вăй илсех пычĕ. Çынсем утрав çинчи пекех юлчĕç, пĕрисем лараççĕ, теприсем тăрмашаççĕ. Праски, юлташĕн сĕнĕвĕпе усă курса, ана хĕррине тухрех, тăллисене пуçтарчĕ те килелле çара уранах чупрĕ. Лăриван арăмĕ Пăлаки пуринчен те чеерех пулчĕ тейĕн. Ана çинчен çерем çине йăванса тухрĕ. Унăн меслечĕпе усă курса, çамрăк хĕрарăмсем те çăлăнăç тупрĕç.
Çу кунĕсем çитсен, люцерна сип-симĕс шăтса тухнине курсан, савăнтăмăр.
Л.ФЕДОРОВ.