25 мая 2011 г.
Мĕн хак-ши этем пурнăçĕ; Мĕн кĕтет-ши пире ыран; Çакна никам та татса калаймĕ. Мăн Ямашра çуралса ÿснĕ, унтах пурăннă Валерий Иванович Свешниковăн вилĕмĕ çапла килсе тухасса никам та шутлама пултарайман, паллах.
Валерий Иванович мăшăрĕпе Мăн Ямаш ялĕнче кивĕ пĕчĕк йывăç çуртра пурăннă. Кил хуçи хĕрарăмĕ ниçта та ĕçлемен. В.Свешниковăн та ĕç вырăнĕ пулман. Çавăнпа та хушăран арçын ют хуласене «шапашкăна» çÿрекеленĕ.
Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче В.Свешников çухални Мăн Ямаш тăрăхĕнче шăв-шав çĕклерĕ. Малтанах унăн мăшăрĕ упăшки вăхăтра киле килменрен ялти çынсенчен пулăшу ыйтнă. Хĕрарăм тăванĕсемпе пĕрле В.Свешникова шырама пуçланă, анчах та усси пулман. Кайран шалти ĕçсен пайне упăшки çухални çинчен шăнкăравласа пĕлтернĕ. Мăн Ямаш тăрăхĕн участок уполномоченнăйĕ пулнă май, уголовлă шырав ĕçченĕсемпе çийĕнчех асăннă яла çул тытрăмăр. Шыравра тĕрлĕ çынсемпе тĕл пулса калаçрăмăр. В.Свешниковăн тусĕ çав кун пĕрле хаяррине тутаннине пĕлтерчĕ. Темиçе черкке пушатсан В.Свешников килне тухса утнă иккен, анчах та килне çитеймен арçын. Тĕрлĕ тĕрĕслевсем ирттерме тиврĕ. Çакна тупса палăртрăмăр.
В.Свешников тусĕ патĕнчен тухсан пачах урăх çĕрелле кайнă. Хĕрлĕ Чутай еннелле те çитнĕ, юхан шыв урлă каçнă, вăрман тăрăх утнă. Вăл хăш еннелле утни юр çинчи йĕрсем те çирĕплетеççĕ. Милици ĕçченĕсемпе пĕрле урасене йĕлтĕрсем сырса уй тăрăх темиçе кун шырарăмăр. Анчах та юр çинчи йĕрсем çухалнăран арçынна тупма май килмерĕ.
Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче кăнтăрлахи 12 сехет те 20 минутра шалти ĕçсен пайне В.Свешниковăн мăшăрĕ шăнкăравласа упăшкин виллине тупнине пĕлтерчĕ. Шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсемпе пĕрле тÿрех вырăна тухса кайрăмăр. Арçынна Мăн Ямаш ялĕнчен инçех мар вăрман посадкинче тупнă. В.Свешников çухалса кайнипе таçта та çитнĕ, юлашкинчен тăван ял çывăхнелле килсе пурнăçран уйрăлнă. Çакна та палăртмалла. В.Свешников çийĕнчи шăлаварне хывса пенĕ, аялти йĕмпе çеç выртнă. Арçын сывлăх енчен çирĕпех мар пулни ăна вилĕм патне илсе çитернĕ. Вăтам çулхи В.Свешниковăн юлашки кунĕсем çапла килсе тухасса мăшăрĕ те шутлама пултарайман.
А.МОРОЗОВ,
участок уполномоченнăйĕ.