28 мая 2011 г.
Эпир пырса кĕнĕ чухне Шĕмшешри çыхăну уйрăмĕнче ĕç вĕресе çеç тăратчĕ. Зоя Ефремова ертсе пыракан ушкăн çĕнĕ хаçат-журналсене пĕр-пĕринчен уйăрса хуратчĕ.
– Пиллĕкĕн тăрăшатпăр çак ĕçре. Тăватă почтальонка çынсем патне хаçат-журнал çитерессипе яваплă пулнипе пĕрлех ватăсене пенси, ача амăшĕсене пособи валеçеççĕ, – терĕ нумай çул Шĕмшешри çыхăну уйрăмне ертсе пыракан З.Ефремова.
Элеккенушкăнь, Пиçенер, Кăраклав ялĕсенче пурăнакансене куллен çĕнĕ кăларăмсемпе тивĕçтерекен Валентина Николаевна Владимировăн ку ĕçри стаж 15 çулпа танлашать. Кашни кун темиçе çухрăм çула çуран такăрлатасси шиклентермест ăна. Ĕçĕ, паллах, çăмăл мар, анчах та чăваш юнĕ хĕллехи шартлама сивĕсене те, кĕркуннехи тата çуркуннехи йĕпе-сапана чăтма хăнăхнă. Малтанах Шĕмшешре сутуçăра вăй хунă, кайран вара 1996 çултанпа пурнăçне почтальон ĕçĕпе çыхăнтарнă.
Ишпарайккăсене тата Сурăмпуç Шĕмшешре пурăнакансене куллен савăнăç парнелекен Анна Абрамовна Соколова та çĕнĕ çын мар асăннă тытăмра. Валентина Никитична Чугунова Шĕмшеш, Улăх Шĕмшеш, Туçи Шĕмшеш ялĕсенче пурăнакансене виçĕ çул майлă хаçат-журнал валеçет. Алина Алексеевна Кондратьева вара коллективра чи çамрăкки. Вăл кăçал çеç çыхăну уйрăмне ĕçлеме вырнаçнă-ха.
– Коллектив питĕ туслă. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленине мĕн çиттĕр; Акă юсав ĕçĕсене те хамăрах йĕркелесе туса пĕтертĕмĕр. Анчах та пăшăрхантараканни те пур – хĕллехи вăхăтра ĕлĕкхилле кăмака хутма тивет, – тăсрĕ калаçăвне заведующи.
Кашни çынпах пĕр чĕлхе тупакан Зоя Андреевна ĕçтешĕсемшĕн юлташ та, ĕçлеме хавхалантаракан та. Çыхăну ĕçченĕн ĕçĕ çăмăл тееймĕн. Яваплăхпа пĕрле çирĕплĕхĕ сахал мар кирлĕ.
Зоя Андреевна Ефремовăшăн ку ĕç унчченхинчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть. 1983-1992 çулсенче Шĕмшешре бухгалтеринче вăй хунă. Бухгалтер-кассир ĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра Улатăрти совхоз техникумра вĕреннĕ. Мăшăрĕпе виçĕ ачана кун çути парнелесе ура çине тăратнă.
А.СИЛИВЕСТРОВА