АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вьетнам çынни Юманлăхра çурт туяннă

28 мая 2011 г.

Юманлăх Вăрнар енне каякан çул хĕрринче вырнаçнă. Ял çумĕпе такăр çул иртет пулсан, урамсенче вара кĕрхи-çурхи кунсенче пылчăк урана çăпата сырнă евĕрех çыпăçать. Уйрăмах Липовая урама çитме питĕ йывăр. Юманлăхра ют çĕр-шыв çынни пурăнать тенине илтсен эпир те çула тухрăмăр. Çÿлерех асăннă Липовая урам такамран пытаннă пекех аяккарах вырнаçнă. Пылчăк çăрса хайхи пÿрт умне çитсе чарăнтăмăр. Тĕлĕнмелле пулса тухрĕ. Пирĕн умра кивĕ те пĕчĕк йывăç çурт. Ун умĕнчи картасене тахçанах юсаса çĕнетмен. Вĕсем хуçăлса пĕтнĕ, çĕрпе танлашнă. Чÿречисем те çĕмрĕк. Çурт тăррине çеç нумаях пулмасть пулмалла шиферпа витнĕ, аякранах çĕнĕ курăнать. Кил патне пыракан çутă пăралукне те татса янă. Пÿртпе юнашар ларакан лаç та кивĕ, урам хапхи те часах çĕрпе танах пулать. Нивушлĕ кунта йĕркеллĕ çын пурăнма пултарать; Кил патне пыракан ура йĕррисем те çук-çке. Телее ман ыйтăва урампа пыракан пĕр арçын уçăмлатрĕ.

– Вьетнам çыннине пĕрре çеç курнă. Вăл пĕлтĕр çулла яла килсе кайнăччĕ. Анкартинчи уттине те ялти çынсем çулса илеççĕ. Хăй вара кунта пропискăра çеç тăрать, – терĕ Юманлăхра пурăнакан арçын.

Ют çĕр-шывран килнĕ çынпа паллашма тÿр килмерĕ. Нгуен Ланг Нгог Шупашкарта ĕçлесе пурăнать иккен. Яла сайра-хутра çеç килсе каять.

Паянхи куншăн ку тĕлĕнтермĕш мар. Районти ялсенче пропискăра тăракан ют çĕр-шыв çыннисем татах та пур. Чикансене, Азербайджан тата нимĕç çыннисене те час-часах курма пулать пирĕн тăрăхра.

В.НИКИФОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика