АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕпер хыврĕç – ял халăхне çăмăллăх кÿчĕç

28 мая 2011 г.

Кашни ялтах пĕр-пĕр чăваш йăлипе ирттерекен уяв пур. Кĕçĕн Тăванта «Хураçтÿ» ятпа чăваш праçникĕ çулсеренех пулать. Ку уявра ташлаççĕ, юрлаççĕ, вăйăсем выляççĕ, çамрăксем тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшаççĕ, шÿрпе пĕçереççĕ тата ытти те. Савăнмалли, кулмалли чылай темелле. Ялти кашни çын çак чаплă уява хатĕрленет.

Акă нумаях пулмасть Хураçтÿ уявне хатĕрленсе (вăл июнĕн 2-мĕшĕнче пулать) Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакансем Владислав Иванов фермер ертсе пынипе Хирлеп шывĕ урлă çуран утса çÿрекенсем валли кĕпер хыврĕç. Ку çул Шарыпкă ялне Хирлеп урамĕпе çыхăнтарать. Тÿррĕн çул çурални ялти кашни çыншăн усăллă: пĕрин çыхăну уйрăмне е библиотекăна хăвăрт çитмелле, теприн райпо лавккине е вырăнти фельдшерпа акушер пунктне васкамалла – кĕпер çынсене пысăк пулăшу кÿрет. Йĕри-тавра асфальтлă çулпа çаврăнса вăхăт сая яриччен, кунтан тÿрех кирлĕ вырăна çитме пулать.

Хураçтÿ уявĕ нумай çул Элĕк райпо лавкки умĕнче иртет. Çавна май ял халăхне тата хăнасене ку уява çитсе курма çăмăлтарах пулĕ.

Пысăках мар кĕпере хывнă çĕрте Б.Григорьев, А.Игнатьев, Ю.Егоров тата Ю.Леонтьев тăрăшрĕç. Б.Андреев вара тракторпа Хирлеп урамĕнчи çула якатса тухрĕ. Куншăн ял халăхĕ питĕ савăнчĕ. В.Иванова тепĕр фермер та пулăшать. Вăл – Алексей Григорьев. Вĕсенчен Хирлеп урамĕнчи Илья Кузьмин староста та юлмасть. Виççĕшĕ пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ. Фермерсем ялта е клубра мероприятисем ирттернĕ çĕрте укçа-тенкĕ енчен те пулăшма хирĕçлесе тăмаççĕ. Ялта çакăн пек ырă чунлă çынсем пурри савăнтарать, хавхалантарать.

Çакăн евĕрлĕрех тепĕр кĕпере унччен маларах Николай Климов тунăччĕ. Юнашарах хĕрарăмсем валли кĕпе-йĕм чÿхемелли кĕпер те майлаштарнăччĕ. Куншăн Николай Архиповича Хирлеп тата Шарыпкă ялĕнчи хĕрарăмсем ăшă сăмахсем кăна калаççĕ.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика