АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç вырăнĕсен ярмаркки иртĕ

28 мая 2011 г.

Кăçалхи майăн 30-мĕшĕнче Вăрнарти ĕçпе тивĕçтерекен центр Элĕкре ĕç вырăнĕсен ярмарккине ирттерет. Унта район предприятийĕсен тата организацисен ертÿçисене, ĕçсĕр граждансене чĕнеççĕ. Ярмарккăна хутшăнакансем малтанах калаçу витĕр тухаççĕ. Вĕсем район предприятийĕсемпе организацисем çинчен, ĕç условийĕсемпе тÿлевĕ çинчен информаци илме пултараççĕ. Профориентаципе специалист консультаци парать, ĕçпе тивĕçтерекен центр мĕнпе пулăшма пултарни çинчен пĕлетĕн.

Республикăра ĕçпе тивĕçтерес йывăрлăхсене чакарассипе хушма мероприятисен тĕллевлĕ программи ĕçлет. Унта тепĕр ятарлă инвалидсен реабилитацийĕн программипе килĕшÿллĕн вĕсене яланлăхах ĕç тупса пама май пуррине кĕртнĕ. Енчен те вĕсене ĕçлеме пултараççĕ пулсан. Çавăн пекех нумай ачаллисене те ĕç вырăнĕ тупса параяççĕ.

Ярмарккăра кирлĕ пулăшусенчен пĕри – профессионаллă консультаци. Ĕç практики çынсем хальхи профессисем пирки пĕлсех кайманнине кăтартать. Ĕçпе тивĕçтерекен центрти профконсультант хăш енĕпе вĕренме кайни усăллăрах пулни çинчен канаш парĕ.

Пысăк шанăç – ĕçпе тивĕçтерекенсем, пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсем çине. Вĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлени усăллă пулĕ. Ярмарка ĕçпе тивĕçтерекене кĕске вăхăтрах çын тупса парать тата квалификацисĕр специалистсене ĕçе илес хăрушлăха чакарать.

И.Петрова,

ертсе пыракан инспектор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика