28 мая 2011 г.
ПИРУС сиенĕ пирки сахал мар çырнă, сахал мар калаçнă. Апла пулин те «Шăмăршă хыпарĕнчи» çак страницăна вуласан тивертнĕ сигарет тута патне çитеймесĕрех ÿксе сÿнесси пирки эпир иккĕленместпĕр.
Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕн 1988 çулхи йышăнăвĕпе май уйăхĕн 31-мĕшĕ – табак туртмасăр пурăнмалли кун. Тĕнче пĕрлĕхĕ ХХI ĕмĕрте çак инкекпе кĕрешессине тĕп тĕллев вырăнне палăртнă. ХХI ĕмĕр çитрĕ, анчах никотин вăрçи паян та чарăнмасть.
Раççейри арçынсен 75 проценчĕ тата хĕрарăмсен 30 проценчĕ пируссăр пурăнаймасть. Табак курупки çине «Сывлăх сыхлавĕн министерстви асăрхаттарать...» тесе çырни пушă сăмах кăна пулса тăчĕ. Никотинпа наркăмăшланма вара пĕри те çителĕклĕ. Унăн ытлашши дозинчен çирĕмĕшне харăс туртманни кăна çăлать.
Чăваш Ен те, Раççейри пĕтĕм халăх пекех, сиенлĕ çак йăларан ютшăнмасть. Республика çыннисен 40 проценчĕ тăтăш тата тахçантанпах туртать. Кашни кун кăмăла хытарайманнине пула вĕсем çемье бюджетĕнчен 13 млн тенкĕ ытла пĕтереççĕ. Уйăхра 400 млн, çулталăкра 5 млрд тенкĕ тĕтĕме куçать. Таврари пĕтĕм халăха – пушшех ачасене, амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсене – наркăмăшлантарса çакăн чухлĕ укçана çилпе вĕçтернине пуçра шанăçтарма йывăр. Вăл пуçаракан чир-чĕртен сипленме те енчĕке çÿхетме тивет. Сывлăх сыхлавĕн хальхи вăхăтри тытăмне йĕркелеме, спорт çурчĕсене çĕклеме эпир капашсăр пысăк укçа-тенкĕ хыватпăр. Çав вăхăтрах республикăри вун-вун пин çамрăк (ку шутра пулас амăшĕсем те) хăйсен тата таврари çынсен сывлăхне пирус туртса хавшатать.
Е.ДОЛГОВА,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ.