28 мая 2011 г.
– Сана анне теме юрать-и; – йăпшăнса пырса ларнă çичĕ çулхи Александра Надежда Валериановна çумне.
– Паллах, хĕрĕм, – тенĕ Н.Егорова, – эпĕ сана хамăн ача пекех пăхса çитĕнтерĕп.
Александра иккĕмĕш куннех хĕрарăма «анне» теме пуçланă. Унăн пĕртăван Юра пиччĕшĕ те ют çынна часах хăнăхнă. Александрăпа Юрăна Надежда Валериановна Канашри интернатран илсе килнĕ.
– Хам эпĕ Муркаш районĕнчи Ваçкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕлĕве Киров облаçĕнче аталантарнă. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тивнĕ манăн. Стройкăра та, ваттисен çуртĕнче те, ял Советĕнче те тăрăшнă,– хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ хĕрĕх виççĕри хĕрарăм.
Пулас мăшăрĕпе вара Н.Егорова хăйĕн тăван ялĕнче паллашнă. Вырăс Сурăм каччипе 1998 çулта пĕр çемье çавăрнă.
– Мăшăрпа нумай та пурăнма тÿр килмерĕ. – Кăçал вăл пурнăçран уйрăлни пилĕк çул çитет, – пусăрăнчăк кăмăлпа калаçрĕ Надежда Валериановна.
Упăшки вăхăтсăр çĕре кĕрсен калама çук пысăк йывăрлăха çакланать. Никампа та чуна уçса калаçаймасть. Юрать-ха, ăна ăнланакан çын тупăнать. Александр йывăр вăхăтра самай пысăк пулăшу парать. Мăшăрланăвне хутпа çирĕплетмен пулсан та мăшăрсем пĕр чĕлхерен тенĕ пекех пурăнаççĕ.
– Кил-çурт пысăк. Ача-пăча сасси çеç çитмест. Тен, ача усрава илĕпĕр; – ыйтнă пĕррехинче Надежда мăшăрĕнчен.
Александр хĕрарăмпа килĕшнĕ. 2009 çулхи август уйăхĕнче Надеждăпа Александр Канашри интерната çитнĕ. Хĕрарăма тÿрех Александра кăмăла кайнă. Мăшăрне те пĕчĕк хĕр пĕрчи тыткăнланă. Интернатри ĕçченсем Александрăн пиччĕшĕ пуррине пĕлтерсен арçынпа хĕрарăм пĕртăвансене иккĕшне те хăйсен хÿттине илме килĕшнĕ.
Халĕ Сашăпа Юра Вырăс Сурăмĕнче пурăнма пуçлани часах икĕ çул çитет. Пĕртăвансем Юнтапари шкулта пĕлÿ илеççĕ. Амăшĕ каланă тăрăх ачисем шкулта аванах ĕлкĕрсе пыраççĕ. Надежда Валериановна Юрăпа Сашăна хăйĕн ачисем вырăнне хурать.
– Эпĕ хама ачасемпе телейлĕ тесе шутлатăп. Мăшăрăма та юратаççĕ вĕсем. Мĕн авалтанах арçын ача ашшĕпе туслă пулнă. Юра та Александрпа ытларах юнашар пулма кăмăллать. Кил картине тухаççĕ те иккĕшĕ темĕн касаççĕ, ваклаççĕ. Вĕсем çине пăхсан чун савăнать. Эпĕ вара Сашăпа тĕпел кукринче ытларах аппаланатăп. Хăй пĕчĕк пулсан та тутлă апат пĕçермелли вăрттăнлăхсене ăша хывма тăрăшать. Манпа пĕрле кукăль, тĕрлĕ салат тума юратать, – ачисемпе мухтанса калаçрĕ Н.Егорова.
Надежда Валериановна пушă вăхăт тупăнсанах алла çекĕл тытса тĕрлĕ салфетка çыхать. Пĕчĕк хĕрĕ те унпа юнашар ларса тепĕр чухне амăшне илемлĕ япаласем çыхма вĕрентме ыйтать.
Н.Егоровăпа мăшăрĕ тĕпренчĕкĕсене компьютер та илсе панă. Пĕртăвансем уроксем тунă хыççăн тÿрех ун умне вырнаçса лараççĕ. Çемьере юратупа туслăх хуçаланать.
Вера МОРОЗОВА.