АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентет

28 мая 2011 г.

И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Элĕкри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти В.Никитина вĕрентекен кашни ачана чăваш чĕлхин пуянлăхне ăнлантарма тăрăшать, ăна хисеплеме вĕрентет.

– Мĕн пĕчĕкренех учитель пулма ĕмĕтленнĕччĕ. Вăхăт çитсен Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетне вĕренме кĕтĕм. Чи малтанах Эренарти пуçламăш шкулта кĕçĕн классене вĕрентрĕм,– çепĕççĕн пуплерĕ вĕрентекен.

Сурăмварри хĕрĕ Смородино каччипе пĕрлешсен пĕр вăхăт кăна вырăнти шкулта вăй хурать. Каярахпа вĕсем Элĕке пурăнма куçса килеççĕ. Пултаруллă учитель шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературин пуянлăхне вĕрентме пуçлани икĕ теçетке çул та çитнĕ. Унăн вĕренекенĕсем çулсеренех Шупашкарти Лебедев ячĕпе хисепленекен лицея вĕренме кĕреççĕ.

– Нумай çул вĕрентекенре ĕçленĕ май тĕрлĕ характерлă ачасене курма тивнĕ. Çавах та пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ, – шухăш-кăмăлне палăртрĕ В.Никитина.

Сăмах май Владислав Николаевич мăшăрĕпе вĕсем икĕ ачана çут тĕнче парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратнă.

Ирина КОСТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика