01 июня 2011 г.
«Звезда» хуçалăха Валерий Константинов ертсе пыма тытăннăранпа çулталăк та çитрĕ ĕнтĕ. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн чунтан тăрăшать çамрăк ертÿçĕ.
Хуçалăхăн сухаласа акмалли çĕр лаптăкĕ пин гектар ытла. Çурхисене 557 гектар ытла акса хăварнă, çĕр улмин лаптăкĕ те пур – 40 гектар. Хуçалăхра паха вăрлăх хатĕрлессипе тĕллевлĕ ĕçленĕ, кондициллине кăна акнă. Нумай çул ÿсекен курăк вăрлăхне те çĕнетеççĕ.
Халĕ кунти 300 мăйракаллă шултра выльăх, сăвакан 118 ĕне. Ку, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, вăтăр пуç ытларах. Кăçалхи тăватă уйăхра сăвăм иртнĕ çулхинчен 57 процент ÿснĕ. «Звездари» сăвакан ĕнесен йышне ÿстерме палăртнă. Халăхран выльăх пухассине йĕркеленĕ.