АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак аттине тăхăнĕç

01 июня 2011 г.

Питĕшкасси ял тăрăхĕнче 18 çула çитнĕ çамрăксем салтака кайма пуçларĕç. Пĕрремĕш салтак аттине тăхăнаканĕ Питĕшкасси ялĕнчи Сергей Никитин пулчĕ. Пур ял-йышпа, çывăх тăванĕсемпе, тус-юлташĕсемпе ăна чаплăн ăсатрĕç. Ватă çынсем телей пиллерĕç. Çывăх вăхăтра çĕр-шыва сыхлама Писĕп каччи Алексей Порфирьев тата Питĕшкасси каччи Владислав Михайлов каймалла.

Кăçал шкул пĕтерекенсем хушшинче те экзаменсем хыççăнах салтак аттине тăхăнакансем пур. Ку вăл – Питĕшкасси вăтам шкулĕнчи каччăсенчен те хитри тата сăпайли, хĕрсен чунĕсене çунтараканни Денис Логинов. Çамрăк хăйĕн çепĕç чĕлхипе тата сăпайлăхĕпе çирĕп ыйтакан вĕрентекенсен чĕрисене те çемçетме пултарать. Эпир пурте вĕсем çĕр-шыва тивĕçлипе сыхласса шанатпăр.

Л.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика