АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Программа пуян

01 июня 2011 г.

Ульяновск облаçĕнче йышлă чăвашсем. Çавăнпах Пĕтĕм Раççейри чăваш наци Акатуйне кăçал унта ирттерме палăртнă та.

Июнĕн 1-3 мĕшĕсенче Ульяновск хулинче Чăваш Республикин культура кунĕсем пулаççĕ. Пĕрремĕш кунĕнче Халăх культурин центрĕнче чăваш наци костюмĕн «Кĕмĕл тумлă халăх» куравĕ пуçланать. Каçхине вара Чăваш Республикин культура кунĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ. Çав каçах Ульяновскри И.А.Гончаров ячĕллĕ драма театрĕнче Ф.Васильевăн «Шывармань» оперине курма май пур. Ку произведенисемсĕр пуçне Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ июнĕн 2-мĕшĕнче В.Набоков романĕ тăрăх лартнă «Лолита» балетпа, 3-мĕшĕнче П.Чайковскин «Лебединое озеро» балечĕпе куракансене савăнтарĕ. Çавăн пекех июнĕн 2-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи симфони капелли те Димитровградри Славский ячĕллĕ наципе культура центрĕнче концерт парĕ. Чăваш патшалăх филармонийĕн коллективĕ вара Чĕмпĕрти ентешсем умне «Нарспи» мюзиклпа июнĕн 3-мĕшĕнче тухĕ.

Июнĕн 4-мĕшĕнче ирхи 9 сехетре Раççей Федерацийĕнчи тата Раççей тулашĕнчи чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем çавра сĕтел хушшинче тĕл пулĕç. 11 сехетре тĕп мероприяти – Акатуй пуçланать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика