01 июня 2011 г.
Кăçал Етĕрнери профессипе техника училищи хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак çулсенче кунта халăх хуçалăхĕн çĕршер тата пиншер специалистне вĕрентсе хатĕрленĕ, вĕсем хамăр районта çеç мар, çĕршывăн, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлеççĕ.
2009 çулхи сентябрьтен пуçласа «25-мĕш ПЛ» РГОУ НПОна Олег Валентинович Паликин ертсе пырать, маларах вăл кунта директор çумĕ пулса ĕçленĕ, çавна май вĕрентÿ заведенийĕн йывăрлăхĕсене пурне те лайăх пĕлет.
Лицейра 289 çын вĕренет. Вĕсене 31 педагог пĕлÿ тата воспитани параççĕ, педагогсен 80 проценчĕ аслă тата пĕрремĕш квалификаци категорине тивĕçнĕ. Вĕрентÿ ĕçне НПО-н 4 профессийĕпе (ял хуçалăх производствин тракторист-машинисчĕ, автомеханик, повар-кондитер, пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсен мастерĕ» тата хушма професси пĕлĕвĕн 15 программипе туса пыраççĕ.
Учрежденин пурлăхпа техника базине 14 кабинет (1 компьютер кабинечĕ), 6 вĕрентÿ мастерскойĕ, 2 лаборатори, акт тата спорт залĕсем, пысăк столовăй, библиотека, сахал мар ял хуçалăх техники кĕреççĕ.
Вĕренÿ заведенийĕн юбилейне хатĕрленсе кунта çулталăк хушшинче питĕ пысăк ĕç туса ирттернĕ. Вĕренÿ корпусĕнчи, общежитинчи тата столовăйĕнчи урайсемпе стенасене, алăксене тĕпрен юсанă. Кивĕ йывăç алăксене çĕнĕ тимĕр алăксемпе улăштарнă. Картиш территорине тата автомобильпе çÿреме вĕренмелли полигона тасатса тирпейленĕ. Çĕнĕ техника единицисем 4 хушăннă: автобус, 3 çăмăл машина, вĕсене хăйсем ĕçлесе илнĕ укçапа туяннă.
Лицей Етĕрне, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай тата Элĕк районĕсенчи 30 предприятипе тата организаципе рабочисем хатĕрлессипе килĕшÿсем тунă. Вĕренекенсен производство практикине предприятисен ĕç вырăнĕсенче йĕркеленĕ.
Преподавательсемпе лицеистсем професси ăсталăхĕн республикăри конкурсĕсене ăнăçлă хутшăнаççĕ, вĕсенче яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Юлашки çул вĕренекенсене апат çитермешкĕн укçа уйăрасси 4 хут ÿснĕ.
Анчах та лицей ертÿçине, ытти нумайăшне пекех, професси илнĕ çамрăксем яллă вырăнта тытăнса юлассин ыйтăвĕ пăшăрхантарать. Вăрттăнлăх мар вĕт-ха, ашшĕ-амăшĕсем те, шкул та, чи малтанах, хăйсен ачисене тата воспитанникĕсене аслă пĕлÿ парасшăн, вĕсем вара кирлĕ пек специальноç илнĕ хыççăн ытларах чухне района таврăнмаççĕ, ку ĕнтĕ районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ çине лайăх витĕм кÿмест.
Нумаях пулмасть эпир 25-мĕш ПЛ Директорĕпе Олег Паликинпа тĕл пултăмăр тата çак ыйтăва мĕнлерех татса пама пулни пирки вăл мĕн шутланипе интереслентĕмĕр.
– Олег Валентинович, сирĕн шутпа, Раççейри пĕлÿ парас ĕçе модернизациленин условийĕсенче çамрăксене ялта хăварассин программине мĕнле пурнăçлама пулать;
– Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Правительствин политики халĕ яла пулăшассипе çыхăннă. Ку вăл ял тăрăхĕсенчи комплекслă компактлă çурт-йĕр тăвасси те, унта чи малтанах çамрăк специалистсене çурт-йĕр параççĕ, нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем уйăрса пани те, ку та çамрăксене çак çĕр çинче ĕçлеме хистет. Çавăнпа та манăн задача, професси лицейĕн ертÿçи пулнă май, чи малтанах, квалификациллĕ специалистсене май килнĕ таран районта ытларах хăварасси, вĕсем район экономикине аталантараççĕ вĕт-ха.
Ку ыйтăва район администрацийĕпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тата ĕç паракансемпе тачă çыхăнса ĕçлесен ăнăçлă татса пама пулать.
Паян правительство шайĕнче çакăн пек шухăш илтме пулать: тÿлевлĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсене хупса вĕсен никĕсĕ çинче профтехвĕрентÿ учрежденийĕсене уçмалла, мĕншĕн тесен рабочисен профессийĕсем çултан-çул ытларах та ытларах кирлĕ.
Кунсăр пуçне пирĕн яла тата района валли кадрсем хатĕрлекен вĕренÿ учрежденине упраса хăварасси пирки шухăшламалла.
– Вĕренÿ заведенийĕн пуласлăхне эсир мĕнре куратăр;
– Çĕнĕ вĕренÿ стандартĕнче пуçламăш професси пĕлĕвĕн учрежденийĕсене палăртса хуман, вĕсене вăтам професси пĕлĕвĕ параканнисемпе улăштарнă. Пирĕн те вĕренÿ заведенийĕн вĕрентÿ тытăмне улăштармалла пулать. Хамăр республикăра тата кÿршĕри Чулхула облаçĕнче ятарлă вăтам техникумсене тата пуçламăш професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисене пĕрлештернин тĕслĕхĕсем пур. Воротынец районĕнче профтехучилище никĕсĕ çинче темиçе çул каялла агрономи техникумĕ туса хунă.
– Вăтам професси пĕлĕвĕн çĕнĕ тытăмĕ çинчен каласа парăр-ха, тархасшăн...
– Ку вăл хăйне евĕрлĕ икĕ шайлă техникумсем (колледжсем). Пĕрремĕш шай – пуçламăш професси пĕлĕвĕ (НПО), унта вĕренекенсем рабочи специальноçĕсене илеççĕ. Иккĕмĕш шай – вăтам професси пĕлĕвĕ (СПО), унта автомобиль техникĕн, пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсен, бухгалтерпа электромеханикăн специальноçĕсене тата ытти те илме пултараççĕ.
– Эсир хăвăрăн сĕнĕвĕрпе Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствине тухнă-и;
– Çапла, министерство шайĕнче пирĕн шухăша ырларĕç. Ку вăл вăхăт ыйтни. Етĕрнере вăтам професси пĕлĕвĕн учрежденине туса хуни темиçе ыйтăва татса пама пулăшать. Пĕрремĕшĕнчен, ку вăл хушма инвестицисем; иккĕмĕшĕнчен, обществăшăн усăллă мĕн пур ĕçсем енĕпе квалификациллĕ работниксем (рабочисемпе служащисем) хатĕрлени; виççĕмĕшĕнчен, вĕренекенсем ĕç рынокĕнче кирлĕ темиçе профессие суйласа илме пултарни, суйласа илнĕ тăрăх пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ илни.
Аталаннă çĕршывсенче, тĕслĕхрен, Америкăра, пуçламăш классем хыççăн профиль енĕпе вĕрентессипе тахçанах пурнăçласа пыраççĕ. Пурнăç çак ен эффективлă пулнине çирĕплетсе парать.
Пирĕн профлицей никĕсĕ çинче икĕ шайлă техникум (колледж) туса хуни – ку вăл пурнăçланма пултаракан япала. Пирĕн çакна валли квалификациллĕ специалистсем, япăх мар пурлăхпа техника бази, пĕр-пĕрне ăнланни тата республика, районти предприятисемпе ял хуçалăх кооперативĕсен ертÿçисем пулăшни пур, вĕсем пирĕнпе чылай сроклăха çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшÿ тума хатĕр.
– Калаçушăн тавтапуç. Палăртнă плансене пурнăçлассинче сире ăнăçусем сунатпăр.
– Пуласлăха валли палăртса хунă плансене 25-мĕш ПЛ ертÿçи О.Паликин пурнăçлама вăй çитерессе шанас килет. Вĕренÿ заведенийĕн ĕçĕ-хĕлĕнчи прогрессивлă улшăнусене пысăка хурса хаклаççĕ. Кун çинчен чуна парса ырми-канми ĕçленĕшĕн тата малашлăха шанчăкпа пăхнăшăн Етĕрне район администрацийĕ панă тав çырăвĕ те аван калать. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче професси лицейĕ района çĕрсене сухаланă, тухăç пухса кĕртнĕ чухне самаях пысăк пулăшу парать. Планĕсем вара вĕренÿ заведенийĕн чăннипех те пысăк тата вĕсене пурнăçа кĕртме майсем пур.