01 июня 2011 г.
«Çамрăк журналист» кружок хăйĕн йĕри-тавра хаçат-журналта пичетлеме кăмăл тăвакан ачасене пуçтарать. Шкул ачисем хушшинче кун пеккисем йышлă. Элĕк шкулĕнче «Çамрăк журналист» кружок темиçе çул ĕçлет. Юнкорсем кашни занятирех тĕрлĕ тема пăхса тухаççĕ, материал хатĕрлеççĕ, пĕр-пĕрин ĕçĕсене редакцилеççĕ. Уроксем хыççăн ĕç пÿлĕмĕ чăн-чăн редакциех аса илтерет. Чи ăнăçлă ĕçсем вара районти тата республикăри пичетре кун çути кураççĕ. Юлашки вăхăтра «Тантăш» хаçат редакцийĕпе çыхăну тытасси йăлана кĕчĕ. Кашни çулах кунта ачасен ĕçĕсем вулакан патне çул тупаççĕ. Аня Платонова, Марина Тимофеева юнкорсем хушшинче хастар пулнипе редакцин Хисеп грамотине илме те тивĕç пулчĕç. Марина Тимофеева республикăри юнкорсем хушшинче иртекен конкурсра 1-мĕш степеньлĕ диплом илме пултарчĕ.
1-мĕш пичетленнĕ ĕç яланах хавхалану туйăмĕ çуратать. Паянхи кун «Çамрăксен хаçачĕ» çумĕнчи «Ачапча!» рубрикăна йĕркелесе пыракан Оля Калитова (Нестерова) та хăй вăхăтĕнче пĕрремĕш материала шкулта çырнă. «Букварьтен илемлĕ литературăна çити» литература конкурсĕнче çĕнтерсе пĕлĕве Чăваш патшалăх университетĕнче туптарĕ. Кружок членĕсемшĕн Оля çырнă материалсем ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ, малалла та çырма хавхалантараççĕ.
Халĕ кружока 15 ача çÿрет. Вĕсенчен çурри çулталăк хушшинче хăйсен ĕçĕсене пичетлеме ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ. Ачасен вăйĕпех «Тантăш» хаçатра уйрăм страница тухрĕ. Егор Петров, Володя Иванов, Саша Львов, Евгения Егорова, Мария Соколова юнкорсен ĕçĕсене уйрăмах палăртмалла. Заметка çырма, интервью илме хăнăхнисĕр пуçне ачасем сăвă-калав çырас ĕçе те тытăнса пăхрĕç. Паян вулакансене кружок членĕсен хăш-пĕр ĕçĕсемпе паллашма сĕнетпĕр.
М.ЛЕОНТЬЕВА,
«Çамрăк журналист» кружок ертÿçи.