АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурçĕре парăнтарнă

01 июня 2011 г.

Урмай ялĕнче нумай çул каялла ятлă çемье пурăннă. Кил хуçи, Семен Лукич Лукин, учитель профессине илнĕскер, Муркаш районĕнчи шкулта ĕçленĕ. Унăн мăшăрĕ, Антонина Ермолаевна, Элĕкре секретарь-машинисткăра вăй хурать, хыççăн сутуçăра та ĕçленĕ. Мăшăрсем виçĕ ачана çут тĕнче парнеленĕ.

Амăшĕ чĕннипе яла таврăннă

Пурте тĕрĕс-тĕкел те сывă чухне çемьере пурнăç вĕресе кăна тăнă. Кун-çул утти вара улшăну хыççăн улшăну илсе килет çав.

– Вăрçă пуçлансан аттемĕр çар шкулĕнче вĕренсе офицера тухнă. Анчах та снайпер пульли унăн ĕмĕрне çирĕм çичĕ çултах татнă. Манăн Зина аппан кун-çулĕ те кĕске пулчĕ. Вăл пирĕнтен çирĕм виççĕрех уйрăлса кайрĕ. Славка шăллăм пурнăçпа сывпуллашнăранпа темиçе çул та иртрĕ. Анне те утмăл тăххăртах вилсе кайрĕ, – пăшăрханса та хумханса калаçрĕ Изванка ялĕнче пурăнакан Серафима Трофимова.

Урмай хĕрĕ пулнăскер, пурнăç çулĕпе сулмаклă утăмсемпех пынă-ха. Элĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, хăш-пĕр хĕр-тантăшĕсем пек, тÿрех Шупашкар хулине каять. Атă-пушмак туса кăларнă çĕрте пилĕк çул ĕçлет.

Анчах та пурăна киле амăшĕ чĕннипе тăван килнех таврăнма тивнĕ. Сима ахаль пурăнмасть-ха, Элĕкри райпо çумĕнчи сутуçăсем хатĕрлекен курсра вĕренет. Хыççăн ăна район центрĕнчи чи пысăк суту-илÿ предприятинче – раймагра ĕçлеме шанаççĕ. Мĕнле кăна тавар сутман-ши унта; Сима сутуçăра тимленĕ вăхăтрах куçăмсăр майпа коопераци техникумĕнчен вĕренсе тухать. Пысăк пĕлÿллĕскер аслă сутуçăра, заведующире те ĕçлет.

Хастар сутуçăна Изванка ялĕн çамрăкĕ Миша килĕштернĕ. Вĕсем 1969 çулта, ĕмĕр пĕрле пулма тупа туса, пĕрлешеççĕ. Çамрăк мăшăрсен малтанхи пилĕк çулĕ тем хушăрах иртнĕ. Çав тапхăрта виçĕ ачаллă та пулаççĕ Трофимовсем.

– Мăшăрăм, айта Çурçĕре çитиех кайăпăр. Унта ĕçне те тупăпăр, – тенĕ Михаил Трофимов юратнă арăмне.

Пĕри сутуçăра, тепри сварщикра

Савнă çынпа тĕнче хĕрне кайма та хатĕр теççĕ. Сима та упăшкин сĕнĕвĕпе килĕшет. Çамрăк çемье 1974 çулта вăрăм çула тухать. Магадана (халĕ Чукоткăри наци округĕ) çитсе вырнаçаççĕ. Серафима Трофимовăна тÿрех лавккана ĕçлеме илеççĕ. Чăваш хĕрарăмĕ Çурçĕрти çынсене вун тăхăр çул тĕрлĕ таварсемпе тивĕçтерет.

Михаил мăшăрĕ пултаруллă сварщик пулнипе палăрать. Çавна май вăл пысăк та яваплă объектсенче ĕçлет. Хăватлă электростанцисем тунă çĕрте нумай вăй хурать Изванка арçынĕ.

Трофимовсем Инçетри Çурçĕрте пĕчĕк каччăна та шыраса тупаççĕ.

– Хĕллехи вăхăтра 50-60 градус сивĕ пулатчĕ. Çу кунĕсенче те хура çĕре курма çукчĕ, талккăшпех шурлăх сарăлса выртатчĕ. Çавна май çĕр ĕçĕпе ĕçлеме йывăртарахчĕ, – асамлă вăхăтне ума кăларчĕ Серафима Семеновна.

– Çурçĕрте ĕмĕрлĕхех юлас шухăш та пурччĕ. Кунти климат сывлăх çине япăх витĕм кÿчĕ. Çавăнпах тăван кĕтесех таврăнма шут тытрăмăр.

Çирĕм çул таран Çурçĕрте пурăннă мăшăрсем ватлăх çулĕсене Изванка ялĕнче ирттереççĕ. Ĕçе юратма хăнăхнăскерсем ахаль лармаççĕ. Килти хуçалăхри çуртсене çĕнетессипе тар кăлараççĕ вĕсем. Выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, сĕт сутаççĕ.

Трофимовсен ывăлĕсем Мускав хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ.

Г.СВЕТЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика