АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ

01 июня 2011 г.

Крымсарайкка ял тăрăхне кĕрекен Шуркасси ялĕнчи Романовсем икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçленĕ.

Кĕçĕн хĕрĕн – Галина Ивановнăн шкулта 8 класс çеç вĕренме тивнĕ. Пурнăçăн тĕрлĕ сăлтавĕсене пула малалла ăс пухайман çамрăк, тÿрех хуçалăх ĕçĕсене кÿлĕннĕ.

– Çамрăклах çуллахи вăхăтра утă-улăм çулса, пуçтарса кĕртнĕ çĕрте тимленĕ. Хĕлле вара тырă аланă, çĕр улми суйланă, – аса илчĕ иртнĕ вăхăтсене Галина Ивановна.

Вăр-вар та ĕçченскер Мускава та çитсе курнă. Пĕр вăхăт унта пурăннă хыççăн каялла тăван яла таврăннă. Пĕррехинче Шуркассине Тукачран евчĕсем çитнĕ. Тукач каччине Геннадий Федоровича мăшăр тупса парас шутлăскерсем каччăна пур енĕпе те мухтанă, ĕçчен пулнине палăртнă. Çирĕм пĕр çулхи хĕре каччă тÿрех килĕшнĕ. Вăл ăна калаçăвĕпе, тыткаларăшĕпе, сăнĕ-пичĕпе тыткăна илнĕ. Çапла вара 1969 çулта Тукач ялĕнче çĕнĕ çемье «йăва çавăрнă». Кил хуçи арçынĕ çамрăк чухне аякри хуласенче ГЭС тунă çĕрте ĕçленĕ. Ялта вара ăста сварщик пулса тăнă. Тăван хуçалăхра нумай çул тăрăшнă. Мăшăрĕпе Галина Ивановнăпа пĕрле виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ. Хĕрĕсем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ, кашниех хăйсен вырăнĕсене тупнă. Сăмах май каласан, Надежда – эстрада юрăçи, драма театрĕн артистки.

Кузьминсен пĕртен-пĕр ывăлĕ Федя тăван килтех тĕпленнĕ. Хальлĕхе авланман-ха, килти хуралтăсене çĕнетсе юсас ĕçре тăрăшать. Çулсеренех ют хуласене ĕçлеме çÿрет.

Кузьминсем 1993 çулта çĕнĕ кил-çурт çавăрма пуçланă. Шел те, Геннадий Федорович 1996 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă. Калама çук йывăрлăха тÿсме тивнĕ Галина Ивановнăн. Юрать-ха, ачисемпе тăванĕсем юнашар пулнă. Вĕсем пулăшнипе ура çине тăма пултарнă хĕрарăм. Халĕ Кузьминсем килте виççĕн пурăнаççĕ. Галина Ивановна амăшне хăйĕн патне илсе килнĕ. Тăхăр вун тăваттăри кинемей вырăнпах выртать. Ăна куллен пăхать.

Кузьминсен килĕнче паянхи кун тирпейлĕх хуçаланать. Чÿрече анисем çинче темĕн тĕрлĕ чечек ешерет. Выльăх-чĕрлĕхрен пĕр качака çеç усрать.

Вера МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика