01 июня 2011 г.
«МĂН КУНРАНПА пĕр кун та ĕçмесĕр иртмерĕ, – терĕ пĕр пĕлĕшĕм. – Улма лартнă вăхăтра та ĕçмелли тупăнсах тăрать. Лавккарине те, килте хатĕрленине те тиркеместпĕр. Ырлăх паян ялта!»
Çак «ырлăх» мĕн патне илсе çитерме пултарни пирки шухăшламасть хĕрĕхри арçын. Эпĕ ăна ял масарне кайса пăхма сĕнĕттĕм. Мĕн чухлĕ кунта эрехпе-сăмакунпа иртĕхнипе юлашки çулсенче пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă çынсен вил тăприсем; Хĕрĕхе çитейменнисем те, çак çултан кăшт çеç иртнисем те пур.
Район больницин тухтăрĕ Г.Степанова ялсенче алкоголизм чирĕ «çамрăкланса» пынишĕн хытă пăшăрханса калаçрĕ. Арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те виçине пĕлмесĕр ĕçеççĕ. Çул çитменнисем ĕçкĕ енне туртăнни уйрăмах шухăшлаттарать. Сăраран пуçланакан чир хăрушă инкекпе вĕçленме пултарать.
Автотранспорт çине эрех-сăмакун ĕçсе ларакансем те пур. Руле ÿсĕр водитель тытрĕ пулсан, вилĕм юнашарах тăрать.
Халăха пачах ĕçме пăрахтармашкăн май çук пулĕ, Горбачăв хăтланса пăхрĕ те нимĕнех те тăваймарĕ. Тухтăрсем те çаплах шутлаççĕ, уявра е хăнара хăвăн сывлăхна шута илсе, виçине пĕлсе кăштах ĕçесси пурнăçа кĕрейсен аванччĕ, теççĕ. Çук вĕт, ăçта аллă – унта çĕр аллă, икçĕр аллă... Çапла этем ĕренкине çухатичченех, йыснаран сыснана çаврăничченех ĕçетпĕр, хамăр валли вилĕм шăтăкне хамăрах чаватпăр.
Эрехĕ айăплă мар, ăна ĕçекенни, хистесе ĕçтерекенни айăплă, тенĕ пĕр ăсчах. Ман шутпа, питĕ тĕрĕс каланă. Пĕтетпĕр вĕт, юлташсем, нимĕнле вăрçăсăрах вилсе пĕтетпĕр.
С.ИВАНОВ.