01 июня 2011 г.
Район центрне каймалли тупăнсах тăрать. Элĕке çитсен райпон «Встреча» кафе çумĕнчи буфета кĕретĕп. Кунта вара апатланма условисем лайăх.
Сĕтелсене меллĕ вырнаçтарнă. Апат-çимĕçĕ те тулăх. Мĕн çиес килет – çавă йăлтах пур кунта. Çемçе кукăльсем тĕрлĕрен. Çĕр улмипе, пан улмипе, риспа, çăмартапа, купăстапа, тăпăрчпа, ашпа та хатĕрлеççĕ. Кондитер изделийĕсем мĕнлисем кăна çук-ши тата;
Кунти куç тулли ырлăха астивмесĕр епле тухăн-ха;
– Мана çăмартапа симĕс суханран пĕçернĕ кукăле, вĕри чей парăр-ха, – терĕм черет çитсен чиперкке сутуçăна.
– Тархасшăн, сире хаваспах туянтаратăп, – ăшшăн пĕлтерчĕ çамрăкскер.
Вăл кĕçех мана виçĕ кăпăшка та ăшă кукăле шурă хутпа чĕркесех тыттарчĕ, пăсланакан чейне стакан çине ярса пачĕ. Кусемшĕн тÿлерĕм те сĕтел хушшине вырнаçрăм. Мана хирĕç лараканни кунти лару-тăрăва лайăх пĕлекенскер пулчĕ.
– Тутлă апат-çимĕç, тĕрлĕ кукăль-пÿремеч, пылак çимĕçсем хатĕрлессипе çакăнта ятарлă цех ĕçлет. Унта опытлă кондитерсем, поварсем вăй хураççĕ, – пĕлтерчĕ мана çулланнăскер.
Сутуçăсем çынсемпе тарават. Çимĕçсемпе тивĕçтерекенни Вера Семенова пулчĕ. Буфет заведующийĕн тивĕçне Галина Григорьева пурнăçланине те пĕлтĕм. Вĕсене пархатарлă ĕçшĕн тав тăвакансем те сахал мар. Çавсен йышне вара эпĕ те кăмăлпах хушăнтăм.
Ливерий ФЕДОРОВ,
ĕç ветеранĕ.