01 июня 2011 г.
Троица Мăн кун иртсен 50 кунран çитет.
Троица – тĕн уявĕсен чи аслисенчен пĕри. Ăна çут çанталăк чĕрĕлсе тăнă тапхăрта паллă тăваççĕ. Уяв мĕн авалтан ваттисене асăннипе, чĕрĕлекен çут çанталăка хисеплесе мухтанипе çыхăннă. Уяв çимĕкрен пуçланать. Ăна кĕçнерни кун е шăмат кун ирттереççĕ. Çемйипех масар çине кайса вил тăприсене чечекпе, хурăн е ытти йывăç турачĕпе витеççĕ, ваттисене асăнаççĕ: «Сирĕн умăрта пултăр, эпир асăнатпăр, эсир ан асăнăр, умăрта сĕт кÿлли пултăр»– теççĕ. Халăхра тĕрлĕ сăнав сарăлнă. Паллăраххисем çаксем:
Çимĕкчен çичĕ хут шыва кĕреççĕ;
Çак кун çывăрма юрамасть, шăм-шак çулталăкĕпех йывăр пулать;
Хĕвел тухиччен вăрмантан татса килнĕ курăк питĕ сиплĕ теççĕ;
Çимĕкчен утă çулма юрамасть;
Çимĕк мунчинче çичĕ тĕрлĕ курăкран милĕк хатĕрлеççĕ;
Троица кунĕ çумăр çусан кăмпа лайăх шăтать.
Троица иртсен тепĕр тунти кун – Таса Чунсен кунĕ. Ун чухне çĕрпе ĕçлеме юрамасть тенĕ.