01 июня 2011 г.
Кăçалхи июнĕн 12-мĕшĕнче христиансен паллă кунĕ – Таса чун апостолсемпе тĕл пулни пулать. Ăна Троица (Виçпĕрлĕх кунĕ) теççĕ, вырăсла – День Святой Троицы. Çавăн чухне апостолсем Христосран темиçе чĕлхепе калаçма пехил илеççĕ, çапла майпа вĕсем Христос тĕнне тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенче сарма тата ăнлантарса пама тытăнаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Таса Виçпĕрлĕх кунне Иисус Христос чиркĕвĕ çуралнă – Турă çурчĕ йĕркеленсе кайнă кун теççĕ.
Çак уяв ячĕпе чиркÿсемпе кил-çуртсене йывăç тураттисемпе тата чечексемпе илемлетсе тухаççĕ. Троица хыççăнхи тепĕр кунне Таса чунсен кунне (День Святого Духа) асăнаççĕ.
Троица ячĕпе пур чиркÿсенче те, çавăн пекех Элĕкри Успени чиркĕвĕнче те хăватлă кĕлĕсем иртеççĕ. Кăмăл тăвакансене пурне те хапăл туса йышăнатпăр.
Виктор Муравьев,
Элĕк чиркĕвĕн настоятелĕ.