АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каймах тивет

01 июня 2011 г.

– Атте, каласа пар-ха, эсĕ ман пек пĕчĕккĕ чухне мĕнле пурăннă; – ыйтрĕ Кулькка уроксем хыççăн киле таврăнсан. – Манăн аваллăха пĕлес килет.

Вăтăр-хĕрĕх çул кая юлнă вăхăт çичĕ çулхи ачашăн аваллăх ĕнтĕ вăл.

– Мĕнех каламалли, – тет ашшĕ, – çулла урамра ĕрĕхтерсе чупаттăмăр, шыва кĕме вăхăт çитсен, пĕве хĕрринчен хăпман, аслисемпе ĕçе те çÿренĕ, сан пекех шкула сукмак хываттăмăр.

– Ун чухне пирĕн уйсем çийĕн самолетсем вĕçнĕ тет-и;

– Кун çинчен ăçта пĕлтĕн-ха эсĕ;

– Шкулта. Витюк ашшĕ Петĕр пичче каласа пачĕ. Тăтăшах пырать вăл шкула. Летчикĕ ăна самолетпа та ярăнтарнă, вăт.

– Нумай ача ларса курнă ун чухне самолет çине.

– Эсĕ те-и;

– Эпĕ те. Пĕррехинче летчик мана та савăнтарнăччĕ.

– Ятарласа ачасене ярăнтарма килетчĕ-и вăл;

– Çук. Самолетпа минераллă им-çам сапатчĕç ун чухне уйсем çине. Тыр-пул вăйлă пулатчĕ.

– Пĕлетĕп, – пĕлтерет Кулькка. – Класра «Çăкăртан асли çук» уяв ирттертĕмĕр, çавăнта Петĕр пичче каласа пачĕ.

– Çапла, ылтăн тырра машинăсемпе йĕтем çине турттараттăмăр.

– Эсир-и;

– Хамăр мар ĕнтĕ. Петĕр ашшĕ шоферччĕ, çавă турттаратчĕ. Эпир унпа кабинăра ларса çÿреттĕмĕр.

– Халĕ Петĕр пичче хăй шофер. Унпа кабинăра ярăнса курман ача юлман пирĕн урамра. Юратать вăл пире. – Кулькка тем аса илнĕн хушса хучĕ. – Çапах ытти ачасен ашшĕсем мĕншĕн çÿремеççĕ шкула; Петĕр пичче çÿрет.

Ывăлĕн çивĕч куçĕсем ашшĕ çине ыйтуллăн пăхаççĕ. Ача асли мĕн каласса кĕтет.

– Пĕлетĕн-и, – малалла пуплет ашшĕ тăруках ним калама аптраса. – Петĕр пиччу сире ăслă та ырă çын тăвасшăн тăрăшать.

– Ытти ачасен ашшĕсем тăрăшмаççĕ-им;

– Тăрăшаççĕ паллах, анчах...

– Анчах Петĕр пичче пек çÿремеççĕ-çке вĕсем шкула, пирĕнтен ютшăнаççĕ-ши;

– Ĕçри çынсен вăхăчĕсем çитмеççĕ пуль;

– Петĕр пичче пĕр кун та килте лармасть, апла вăл вăхăтне ăçтан тупать;

– Тен, вăхăт çуккинче те мар сăлтавĕ. Пурте Витюк ашшĕ пек сăмах ăсти мар-çке, ачасене пулни-иртни çинчен кăсăклă каласа параймĕ.

– Эсĕ, атте, хăв ку енĕпе Петĕр пиччерен те ăстарах, апла ма çÿреместĕн-ха шкула;

– Пирĕн аннÿ çÿрет, – тÿрĕ хуравран пăрăнчĕ ашшĕ. – Сирĕн ĕç-пуç еплерех шунине йăлт пĕлсе тăрать.

– Санăн пĕлес килмест-и вара;

– Аçун та пĕлес килет, Кулькка, ан пăшăрхан, – илтĕнчĕ амăшĕн сасси, – вăл та эсĕ епле вĕреннине, класра мĕн тунине пĕтĕмпех пĕлесшĕн. Тепĕр пухăва ăна яратăп-ха. Класс ертÿçи те ашшĕсене пуçтарасшăн.

– Чăнах пыратăн-и, атте;

– Пыратăп, ывăлăм, пыратăп. Аваллăх çинчен усăллă пысăк ĕçсем нумай тунă эпир. Акă, яла кĕрекен çулăн икĕ айккипе йывăçсем, вăрман тейĕн, тÿпене кармашнă. Эпир лартнă вĕсене. Пĕтĕмпех каласа парăп.

– Апла ку хыпара ыранах Нина Петровнăна пĕлтеретĕп, – савăнчĕ ача.

Ананий ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика