АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсем канчĕç, савăнчĕç

04 июня 2011 г.

Вĕрентÿ учрежденийĕсен мĕн пур коллективĕсем иккĕмĕш çул ĕнтĕ хăйсен «Вĕрентÿ кунĕ» уява туслăн пухăнчĕç.

Активлă канăва юратакаансем Смородино вăрманĕн хитре уçланкине суйласа илчĕç. Çакăнта кашниех хăйне килĕшекеннине тупма пултарчĕ. Пĕрисем ĕçтешĕсемпе шашкăлла вылярĕç, теприсем хаваслă стартсене хутшăнчĕç, мишене перекенсем, юрласа ташлакансем те пулчĕç. Администраци тата вĕрентÿ ĕçченĕсен мини-футбол вăййи иртрĕ. Пултарулăх конкурсĕсем те тыткăнларĕç.

Район пуçлăхĕ В.Дубинин тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев вĕрентÿ ĕçченĕсене ăшшăн саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Лайăх ĕçлекенсене район администрацийĕн тата вĕрентÿ пайĕн хисеп грамотисене парса чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика