08 июня 2011 г.
Ураскилтри вулавăшра ачасен «Пирĕн валли çуллахи уяв çитрĕ» вăйă программи иртрĕ. Çулла, чăнах та, çулталăкăн чи илемлĕ те хаваслă вăхăчĕ: интереслĕ çулçÿревсем, хаваслă вăйăсем.
Ачасем хăйсем ăсталанă пăравуспа инçе çул çÿреве тухрĕç. Ултă станцие çитрĕç вĕсем. «Юмах тĕнчи» станцире çу кунĕсем çинчен калакан тупмăшсене шĕкĕлчерĕç, «Вăрман уçланки» станцире тĕрлĕ сасăллă кайăксен юрри-чĕвĕлтетĕвне итлесе хăшĕ мĕнле сасăпа юрланине палăртрĕç. «Юрă тĕнчи» станцире пурте çĕкленÿллĕ юрăсем шăрантарчĕç. «Литература» станцийĕнче ачасем «Йăва» тата «Çарăк» юмахсене паянхи сĕмсемпе сăнарларĕç. «Тинĕс» станцири вылявсем те кăсăклă иртрĕç. Пуринчен те илĕртÿлли вара «Театр» чарăну пулчĕ.