08 июня 2011 г.
– Ача вăл пĕрре те нумай, вуннă та сахал, – терĕ Галина Трофимова ача амăшĕ.
Ачи-пăчипе хуйхи-суйхи сахалах мар ĕнтĕ. Вунă ачана пăхса ÿстерме пушшех те çăмăл пулман. Халĕ акă ашшĕ-амăшĕн пилне манмаççĕ, тăванлăх туйăмне упраççĕ, кашни эрнерех çуралса ÿснĕ кĕтесе çитеççĕ.
– Ачасемпех пĕтĕм ĕçе пурнăçлатпăр. Çак пысăк çурта та çĕклерĕмĕр, – савăнсах калаçрĕ çулланнă хĕрарăм.
Мăн Ямаш ялĕнче пурăнакан Трофимовсем çĕр лаптăкĕ çинче те яланах пысăк йышпа вăй хураççĕ. Амăшне курмалла, Коля шăллĕне пулăшмалла, Рита, Нина, Алеша, Леонила, Гена, Роза, Володя, Аня, Лиза ачисем час-часах тăван киле пухăнаççĕ.
– Кĕрекене ларсан тĕпренчĕкĕмсен ячĕсене пăтраштаратăп та. Кÿренмеççĕ, ăнланаççĕ вĕсем мана, – тăсрĕ калаçăва вунă ача амăшĕ.
Кинĕсем, кĕрÿшĕсем, мăнукĕсем нумай унăн. Трофимовсен йăхĕн тымарĕ тарăна кайнă. Шел, кил хуçи Леонид Трофимович вăтăр çул каяллах çĕре кĕнĕ. Ачисемпе савăнса курайман.
Галина Афанасьевна Трофимова ачаллах хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ. Мăн Ямаш ялĕнче çĕнĕ ферма ĕçе кайсанах çавăнта вырнаçать. Дояркăра вăй хурать. Çирĕм пĕр çулта качча тухнă та килти хуçалăхри ĕç-хĕл те тиеннĕ ун çине.
Малтанах йывăç пÿртре пĕр харăсах вун виççĕн пурăннă, çапах та пĕр-пĕринпе сиввĕн те калаçман.
– Ку таранччен ачасемшĕн пите хĕретме тивменнишĕн хĕпĕртетĕп, – хăпартланчĕ вунă ача амăшĕ.
Урама мăнукĕпе пĕрле уçăлма тухнăскер тăван тавралăхпа чылайччен киленсе ларчĕ.
Г.СЕРОВА.