АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Элĕк сали – район сăн-сăпачĕ

08 июня 2011 г.

Нумаях пулмасть эпĕ тусăм патĕнче хăнара пултăм. Вăл Элĕк салинче пурăнать. Каç пуласпа эпир уçăлма тухрăмăр. Малтанах фонтан патĕнче чарăнтăмăр, питех те килĕшрĕ мана кунта. Унтан «Хĕлхем» спорт комплексĕ умĕнче уçăлса çÿрерĕмĕр. Илемлĕ хурăнсем ешереççĕ кунта, тасалăх хуçаланать. Анчах инçех те мар, тин сарнă тротуар çинче выльăх-чĕрлĕх каяшĕ. Мĕне пĕлтерет ку; «Нумай çын качака тытать халĕ Элĕк салинче», – каласа парать мана тусăм. «Усраççĕ, анчах пăхмаççĕ качакисене», – вĕчĕрхенсе калаçрĕ вăл. Парк урамĕнчи пĕр çуртра пĕрле шкулта вĕреннĕ юлташăм пурăнать. Хăнана килнĕскер ун патне те кĕрсе тухас терĕмĕр. 3-мĕш çурт умĕнче вара чарăнсах тăтăмăр. Пĕр çĕрте мĕн кăна çук-ши;

Эпĕ Элĕк салинче пурăнмастăп пулин те, район центрĕнче тасамарлăх хуçаланнишĕн, манăн чунăм ыратать. Айăплисене явап тыттарма пулмасть-ши вара; Район центрĕ вăл – район сăн-сăпачĕ, ытти ялсемшĕн тĕслĕх пулса тăмалла.

А.Сидоров.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика