08 июня 2011 г.
Аслă урампа туй машини иртсе кайсан эпĕ питĕ савăнатăп. Икĕ чĕре пĕрлешсе çемье çавăрсан мĕн тери лайăх-çке, апла Турă çырни тухнă вĕсен. Анчах кăпăк пек шурă кĕпене хывсан хăшĕ-пĕри çулталăк та пурăнаймасть – уйрăлать. Çапла хăтланса ашшĕ-амăшĕн чĕрине çунтарать. Пĕлсе пĕтер хальхи çамрăксене, вĕсен пуçĕнче темĕнле шухăш-ха. Пурнăç çине çапла çăмăлттай пăхнишĕн хамăр та айăплă тесшĕн эпĕ. Çамрăксене телевизор пăсать тесе калатпăр. Тен, хамăрах ачасене йăнăш çул çине тĕртетпĕр; Ашшĕпе амăшĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмасан ачана малашне мĕн кĕттĕр-ха;
Çемье тесенех пурте юратăва пĕрремĕш вырăна хураççĕ. Мĕншĕн-ха эпир яваплăх çинчен манатпăр; Ача-пăчана тĕрĕс воспитани парасси, çемьене упраса хăварасси çинчен калаçмастпăр. Ача вĕт тулли çемьере кăна телейлĕ пулать. Пирĕн йăх-несĕлсем юратусăрах пĕрлешнĕ те пурăннă-çке. Уйрăласси çинчен шутламан та эпир, вăл пирĕншĕн аçа çапнипе танах шутланнă. Манăн анне аттепе юратмасăрах пĕрлешнĕ. Пурăннă-çке, юратмастăп тесе хурах кăшкăрман. Апла-и, капла-и 54 çула пĕрле ирттернĕ, йышлă ача-пăча çитĕнтернĕ.
Хамăн шăпам та аннен пекех пулчĕ. Мăшăрăма юратса качча тухмарăм. Вăл та мана нихăçан та юратман. Туйнă эпир çакна, пĕлнĕ, анчах йăпанăва айккинче шыраман. Мана мăшăрăм «юрататăп» тенине нихăçан та илтмен. Апла пулин те эпир пĕр-пĕрне хисепленĕ, усал сăмах каласа кÿрентермен. Савăт-сапа шăкăртатмасăр пулмасть-ха ĕнтĕ. Пур-пĕр уйрăлса каясси çинчен сăмах тухман, ачасене хĕрхеннĕ. Ашшĕ-амăшĕн хушшинче килĕшÿ пулманнишĕн ача айăплă-и; Пирĕн, хĕрарăмсен, чи малтан тĕпренчĕкĕмĕрсем çинчен шутламалла, вĕсене çурма тăлăх ÿстермелле мар. Эпĕ çамрăк мар ĕнтĕ, 8-мĕш теçеткепе пыратăп. Юратман упăшкапах ĕмĕр ĕмĕрлерĕм. Çук, шăпана ÿпкелешместĕп. Ватлăхра эпĕ пĕччен мар, пурнăç тĕревĕ – мăшăрăм, чун йăпанăçĕ ачасемпе мăнукăмсем пур. Хисеплĕ хĕрарăмсем, пурнăçра çирĕп пулар, малашлăх çинчен шухăшлар. Тĕреклĕ пурнăç никĕсĕ вара çемье пулнине манар мар. Шăпа мĕнле пурнăç пÿрсен те çемьене упраса хăварни вăл – хăй телей.
КЛАВТИ