08 июня 2011 г.
Юрату...Вут çинчи шыв пек вĕри е çил-тăвăл пек асар-писер туйăм вĕт вăл. Ку никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Ара, тĕрĕсленĕ – пĕлетпĕр. Анчах темшĕн-çке çак пысăк, вăйлă туйăма сыхлама пĕлместпĕр: çухататпăр е тĕртсе яратпăр. Çÿретпĕр вара пуçсене усса. Кам айăплă; Тен, шырама та кирлĕ мар; Çав-çавах ĕнерхине тавăраймăн.
Хаçатра çамрăксем ытларах кичем, телейсĕр юратăва кăтартаççĕ. Е юлташĕ çаврăнса утнă, е пĕр-пĕрне йăлăхтарса çитернĕ. Темшĕн хăй вăхăтĕнче çунатлантаракан юратупа çынна паллаштарасшăн мар вĕсем. Куç ÿкесрен хăраççĕ-ши е туртса илесрен; Чăн-чăн юратакан такăнтарсан та, тепри «пÿрнепе» чĕнсен те уйрăлса утас çук. Ун пеккисене тупма йывăртарах пуль çав. Авланиччен «пĕлменнине пĕлесшĕн, курманнине курасшăн», арăм çумĕнче «пĕр пăтă ывăнтарать». Çав вĕçкĕнсемшĕн кулянса лармалла-и; Çук, нихăçан та. Пĕри пăрахса кайсан, тепри тупăнатех.
Юратăва ăна курма пĕлмелле. Хăш чух сисместпĕр те – пире кăмăллаççĕ иккен. Акă пĕри... Сарри... Чăлт кăна тăрать хăлхисене эп калаçнине илтсен. Эх, чупать вара ман йĕри-тавра, эх чупать. Савăнать юлташăм. Эпĕ ăна ачашлас тесе кăшт пĕшкĕнетĕп. Пĕчĕкскер, хитрескер хăй. Вăл вара урам хушшинчех «аллисене» ман чĕркуççи çине хурать те чуп тăвать. Ай-уй, аван мар, çынсем кураççĕ. Ăна мĕн, вăл чуп тăвать те чуп тăвать. Пÿрт алăкĕ умне çитичченех ăсатать тата, мĕскĕн. Кайран кăшт пăрăнать те – чарăнать. Ах, куçĕсем... Янкăр, таса, кăшт салху. Пуçне усать. «Ун пекех ан кичемлен-ха, ыран каллех тĕл пулăпăр», – тетĕп. Алăк хупăнать.
Паян та, ыран та, тепĕр кун та пĕрлех эпир. Тусăм мĕн каланине йăлт итлет. Сăмахран, ăçта та пулин хăнара чух: «Çитет, кай киле. Каçсăр ан та кĕт паян мана», – хушатăп. Хуçа сăмахĕнчен иртме хăйăн-и; Çук пуль çав. Кăшт кулăшларах та хăш чухне. Айăпа кĕрсен, сасса хăпартсан – тÿрех çурăмĕ çине тÿнет, урисем çÿлте, куçĕсем хупă. «Выртакана кÿрентермеççĕ».
Мемме тесе шутлатăр ĕнтĕ эсир манăн тусăма. Çук. Хамăр касра ăна пурте пĕлеççĕ. Кирлĕ кирлĕ мар чух çăварне уçманшăн, выляма, итлеме пĕлнишĕн ял-йыш хисеплет чеескерне. Маттур-çке эсĕ, Шнурок. Такса вăл ман, сунар йытти.
Хĕрсем, йытă сирĕн юлташ-тăк – лайăх, енчен те савни «йытă» пулсан...хăруш.
М.ГРИГОРЬЕВА.