11 июня 2011 г.
Республикăра ирттернĕ «2011 çулхи чи лайăх класс ертÿçи» улттăмĕш конкурс вĕçленнĕ. Унăн тĕллевĕ – педагогсен ăсталăхне ÿстересси.
Конкурсăн виççĕмĕш тапхăрĕ икĕ турпа иртнĕ: пĕр-пĕринпе тĕл пулса тата куçăмсăр майпа. Иккĕмĕш тапхăра конкурсантсем хăйсем класс ертÿçипе пĕрле хатĕрленĕ программăсене ярса панă. Çак тупăшура Элĕкри вăтам шкулти 4 «б» класс ертÿçи Т.Никандрова çĕнтернĕ те ăна пĕр-пĕринпе тĕл пулмалли конкурса чĕннĕ. Татьяна Владиславовна финалти ăмăртăва пĕтĕм класĕпе ăсталанă «Эпĕ, эсĕ тата вăл – пурте пĕрле туслă çемье» программа тăратнă, ăна мĕнлерех пурнăçлани çинчен каласа панă.
Республикăри эксперт комиссийĕ Татьяна Никандрован программине пысăк хак панă, ентеш-педагог пуçламăш сыпăкри класс ертÿçисем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă.