11 июня 2011 г.
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ май уйăхĕнче граждансен хутшăнăвĕсем пирки 64 акт çырнă. Вĕсенчен 16-шĕ – çурални çинчен. Иртнĕ уйăхра 36 çын çут тĕнчерен уйрăлнă, 5 мăшăр пĕрлешнĕ, 5 çемье уйрăлнă.
Çуралнисенчен 9-шĕ – арçын ачасем, 7-шĕ – хĕрачасем, 6 пепке – пĕрремĕшсем, 4-ăн – иккĕмĕшсем, пĕр ача – тăваттăмĕш. Пилĕк уйрăлуран 2-шне суд йышăнăвĕпе йĕркеленĕ, 3 мăшăр хăйсем килĕшнипе уйрăлнă. Ку çемьесенче 18 çула çитнĕ ачасем çук.
Пурнăçран уйрăлнисенчен 20-шĕ – арçынсем, 16-шĕ – хĕрарăмсем. Арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ 60 çулпа танлашнă, хĕрарăмсен – 71 çулпа.
М.НИКОЛАЕВА,
ЗАГС пайĕн ертÿçи.